Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Эльгер урамӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пиллӗкмӗш хутри хваттерсенчен пӗринче пушар тухнине асӑрханӑ. Алӑк питӗрӗнчӗкне пула ҫулӑма сӳнтерме ҫӑлавҫӑсем чӳречерен кӗнӗ. Вутра виҫӗ пӳлӗмрен пӗри кӗлленнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем диван ҫинче хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 46 ҫулти хваттер хуҫи пулнӑ. Унта вӑл пӗчченех пурӑннӑ.
Хӗрарӑм мӗнле вилнине палӑртас тесе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Хваттерте пирус туртнине пула пушар тухман-ши, хӗрарӑм сӗрӗмпе вилмен-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать, тӗрлӗ экспертиза ирттерсе пушар тата вилӗм сӑлтавне палӑртӗҫ.