Шупашкарти ҫамрӑк пӗр арҫын Уйӑх ҫутипе Атӑл урлӑ ишсе каҫма шут тытнӑ. Вӑй-хал тапса тӑрать тенӗ пулинех — ҫӗркаҫ вӑл каҫ сӗмӗ ҫапнине тата Атӑл урлӑшӗ темиҫе шит маррине пӑхмасӑрах сылтӑм ҫыран енчен сулахай енне талпӑннӑ. Тӗп пляж патӗнчен ишме пуҫланӑскер тем вӑхӑтран шыв юххи хӑйӗнчен вӑйлӑрӑххине ӑнланса илнӗ. Шыв сивви те канӑҫсӑрлантарнӑ — ҫамрӑк арҫын шӑнса кӳтнӗ. Кун пек чух шӑпа хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, юрать-ха арҫын ятарлӑ жилет тӑхӑннӑ, телефонпа хунар чикнӗ. 23 сехет те 30 минутра вӑл пулӑшу ыйтса ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Катер ҫинчи дежурство смени часрах арҫын патне вӗҫтернӗ. Инкеке лекни SOS сигналне хунарпа пӗлтернӗ.
Атӑл урлӑ каҫма пуҫланӑскере ҫӑлавҫӑсем тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унта ӑна ӑшӑ утиялпа пӗркентернӗ, вӗри чейпе хӑналанӑ. Кӗҫех арҫын патне пиччӗшӗ пынӑ та килне илсе кайнӑ.