Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври мӗнпур массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтерчӗ пулӗ. Ҫул ҫинче ҫӗр тӗрлӗ инкек пулать те, ун пек кашни пӑтӑрмаха хыпарласа пӗтереймӗн. Анчах вӑл тӗслӗхре урама аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх. Тӗлӗнтермӗш экспертизӑна ӗненмен ашшӗ-амӑшӗ капла пӗтӗмлетӳпе килӗшме пултарайман. Ҫав вӑхӑтрах экспертсем иккӗмӗш хут та тишкернӗ. Ун чухне те арҫын ача ӳсӗр пулнӑ пек тухнӑ.
Арҫын ача ӳсӗррине палӑртакан экспертиза ирттернӗ Михаил Клейменов Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ иккен, нумай ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ. Вӑл хӑйӗн экспертизи тӗрӗссине. йӑнӑшма пултарайманнине телеэкрансем урлӑ темиҫе хут та каларӗ.