Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ача кӗтекен хӗрарӑм пульницӑран тухса тарнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 20.02.2017 22:06 | 1148 хут пӑхнӑ
Хулара

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗре Шупашкарти пепкелӗх центрӗнчен ача кӗтекен хӗрарӑм тухса тарнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑмӑн варти пепки — тӑватӑ уйӑхра. Пульница тухтӑрӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна кӗтеҫҫӗ.

Хӗрарӑм пӗрремӗш хутри чӳречене уҫнӑ та резин тапочкипех тухса кайнӑ. Ҫийӗнче халат пулнӑ. Вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патне тухса тарнӑ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑра ҫак хӗрарӑмпа питех лайӑх калаҫман. Вӑл сусӑр пулни пирки аса илтернӗ имӗш. Хӗрарӑм ҫакна чӑтаймасӑр тухса тарнӑ.

Паллах, пульницӑра никама та вӑйпа тытса тӑраймаҫҫӗ. Пепкелӗх центрӗн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑмсене унта лайӑх пӑхаҫҫӗ, кӳрентермеҫҫӗ.

Тухса тарнӑ хӗрарӑмӑн амӑшӗ Валентина вара суда ҫитесшӗн. Унӑн шухӑшӗпе, медицина ӗҫченӗсем этика нормисене пӑснӑ.

#судсем, #пепкелӗх центрӗ, #пульницӑсем, #Шупашкар, #сывлӑх, #пӑтӑрмахсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40044
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Етӗрнери инкек пирки Спорт министерстви пӗлет
2016, 01, 27
Пациент вилнӗшӗн тухтӑра айӑпласшӑн
2017, 01, 09
Тиркенине тӳсеймен купӑсҫӑна сипленме янӑ
2017, 02, 13
Пульницӑсем уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ
2017, 02, 16
Вӗрентекен 4 уйӑхри ачине вӗлернӗ
2017, 02, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org