Республикӑра
![]() Zdanie.info сӑн ӳкерчӗкӗ Паянтан Шупашкарти мӗнпур пысӑк суту-илӳ тата кану центрӗсене тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Ҫапла тума Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнчи ҫак органсене хушнӑ. Пирӗн республикӑра ку ӗҫе паян пуҫӑннӑ. Тӗплӗ тӗрӗслев ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗҫленмелле. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве прокуратура кӑна мар, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнӗҫ. Кун пирки, сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Надзор органӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх йӗркине епле пӑхӑннине хут ҫине хитре ҫырса хунипе ҫырлахмӗҫ. Специалистсем вырӑна тухса кирлӗ оборудование, алӑксене, пӗлтерӗшлӗ ытти саманта хӑйсен вичкӗн куҫӗпе пӑхса хаклӗҫ. Аса илтерер, Кемӗрти суту-илӳ центрӗнчи пушарта вилнӗ вун-вун ҫынна асӑнса пирӗн ҫӗршывра паян — хурлану кунӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫавна май хура тата шурӑ тӗслине эсир асӑрхарӑр ӗнтӗ, ун пирки ӗнерех систернӗччӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |