Кемӗрти «Зимняя вишня» (чӑв. «Хӗллехи чие») суту-илӳ центрӗнчи хӑрушӑ инкек хыҫҫӑн Шупашкарти хастарсем пӗтӗм суту-илӳ центрне тӗрӗслеме шутланӑ. Чӑннипе, вӗсем хулари пӗр суту-илӳ центрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине сӗмсӗррӗн пӑснине пӗлтӗрех тупса палӑртнӑ. Хастарсем каллех унта ҫитме палӑртнӑччӗ. Лавккан иккӗмӗш хутӗнче пиротехника сутаҫҫӗ. «Уҫӑ право» проект юрисчӗ каланӑ тӑрӑх, унти урайне ковролин сарнӑ. Вӑл вара хӑвӑрт ҫунать.
Ҫитменнине хастарсем суту-илӳ центрӗнче эвакуаци планне тупайман. Кунсӑр пуҫне те йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пайтах. Ҫаксем пирки вӗсем Вышкайсӑр лару-тӑру министерствине пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Анчах, хӑйсем каланӑ тӑрӑх, ведомство хӑнк та туман.
Кемӗрти инкек хыҫҫӑн хастарсем Шупашкарти мӗнпур суту-илӳ центрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗрӗслӗҫ тата ҫынсене эвакуацилес тытӑм мӗнле ӗҫленине пахалӗҫ. Хастарсем рейда МЧС, прокуратура, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене чӗнмӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӗсем тӗрӗслев органӗсене ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтса ҫырӗҫ.