Ӗнер Кемӗрте суту-илӳ центрӗ ҫунни пирки, унта ҫынсем вилни ҫинчен сайтра тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Ку инкек хыҫҫӑн РФ Генеральнӑй прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман регионсенчи суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслеме хушнӑ.
Регионти прокурорсем ИӖМпа пӗрле рейда тухӗҫ, суту-илӳ комплексӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслӗҫ. Уйрӑмах сигнализаци тата пушар сӳнтермелли тытӑм юсавлӑхне тимлӗ пӑхӗҫ. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан суту-илӳ центрӗсен ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе прокуратура предписани ҫырӗ.
Аса илтерер: Кемӗрти хӑрушӑ пушарта 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫулӑма паян ирхи 3 сехетчен сӳнтернӗ. Анчах кӑнтӑрла тӗлнелле суту-илӳ центрӗ ҫӗнӗрен ҫунма тытӑннӑ.