Политика
![]() Юлашки вӑхӑтра Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Кун пирки сайтра та нумай пӗлтернӗ. Паян Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Ирина Клементьевӑна килти ареста лартма йышӑннӑ. Ҫапла тума сӑлтавӗ те пулнӑ. Прокуратура шухӑшланӑ тӑрӑх, Клементьева вӑл айӑплине ӗнентерекен япаласене тӗп тӑвас тесе ӗҫлет. Ӑна пурӑнакан вырӑнтан тухма чарнӑ. Унӑн 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кил умӗнче уҫӑлса ҫӳреме юрать. Ҫавӑн пекех суд мэра пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсемпе калаҫма чарнӑ, ҫыру ҫӳретме, телефонпа ҫырӑнма юрамасть. Палӑртмалла: Ирина Клементьева хальлӗхе мэр шутланать тата «Чувашия-Мед» стравхлав компанине ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ача пахчи уҫӑлмалла. Тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсенче чылай чухне ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшнине кура та пула ача ҫуратакансем те халӗ йышлӑ. Вӗсене вара ача пахчисем кирлӗ. Хуласенче ку ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ социаллӑ инфраструктура обьекчӗсене хӑйсем пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче пултарасшӑн. Ҫак шухӑша маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та палӑртнӑччӗ. Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем Радужнӑй, Садовӑй, Ҫӗнӗ хула, Алькеш поселокӗсенче пулаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин администрацийӗ вӗсенчен иккӗшне ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерессине пӗлтерет. Хулари тӳре-шара вӗсене Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ пулӗ, Садовӑйӗнчи – 240 вырӑнлӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станъялти почта историйӗн музейне, вӑл М7 трассӑн 630-мӗш ҫухрӑмӗнче вырнаҫнӑ, уҫӗҫ. Асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хальхи вӑхӑтра 200 тӑваткал метр лаптӑклӑ музей ҫуртӗнче витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне 8 экспозици конструкцийӗ: почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ йӗркеленӗ». Музейри экспонатсене Шӑмӑршӑ районӗнчен, Буинскран ярса панӑ иккен. Станьял тӑрӑхӗнчи Владимир Деревьев музея кивӗ пукансем, шкапсем, патефон панӑ. «Чӑваш керем» проекта Сергей Сорокин ятлӑ хастар пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ. Унта «Чемен карти» этнокомплекс, сӑвар-пӑлхар-чӑваш культурин этнографи музейӗ, Ҫӗпӗр тракчӗн тата Стан Ял почта станцийӗн музейӗ, «Сувар» хӑна ҫурчӗн комплексӗ тата кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Заволокинсем Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен чаплӑран та чаплӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр Кӑвакарчӑнсен фестивалӗ, сывлӑш ҫӗленӗсен конкурсӗ, купӑсҫӑсем юрлани тата ытти те пулнӑччӗ. Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кӑҫал Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Играй, гармонь любимая!» (чӑв. Кала, хаваслӑ купӑс) кӑларӑма ӳкерекенсем килмелле. Захар тата Анастасия Заволокинсем концерт кӑтартмалла. Аса илтерер, Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ, 9-мӗшӗнче хупӑнӗ. Ӗлӗк ярмӑркка пирки пӗлсен Хусантан, Чулхуларан, Сӗверен, Чӗмпӗртен, Шупашкартан купсасем килнӗ. Ҫӗрпӳ купсисем сутмалли тавара маларах хатӗрлеме тытӑннӑ. Халӗ, ав, суту-илӳпе ҫырлахмаҫҫӗ: юрласа ташлаҫҫӗ, спорт вӑййисене те анлӑ ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ пулнӑ Наталия Партасова пирӗн республикӑри усламҫӑсене хӳтӗлеме килӗшмен. «Трактор савучӗсем» концернта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан хӗрарӑм мӗншӗн унчченхи вырӑнтах, трактор кӑларакансем патӗнчех, юлас тенипе «Правда ПФо» интернет-хаҫат кӑсӑкланнӑ. Наталия Партасова Чӑваш Енри усламҫӑсене хӳтӗлекен уполномоченнӑя ларӗ сӑмах вӑрттӑн-хӗрттӗн калаҫусенче сарӑлнӑ. Тӑватӑ уйӑх пушӑ тӑракан ҫак вакансие Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрӗ йышӑнма килӗшмен. «Омбудсмен должноҫне йышӑнма сӗнӳпе ман пата тухнӑ. Вӑл ыйтупа эпӗ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа та тӗл пулнӑ. Тӑван республикӑна манӑн питӗ таврӑнас килетчӗ. Анчах концернта пуҫланӑ проектсене ҫурма ҫулта хӑвармалла мар тесе ыйтрӗҫ. Пирӗн предприятисем халӗ аталанӑвӑн ҫӗнӗ тата питӗ яваплӑ тапхӑрӗнче», — каласа кӑтартнӑ вӑл Александр Белов журналиста. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫех республикӑра полицейскисене халалланӑ палӑк лартӗҫ. Вӑл ӑҫта пулӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарта. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла Шупашкарта полицейскисене халалланӑ палӑка илнӗ. Ун вырӑнне стела лартнӑ. Палӑка вара Ҫӗнӗ Шупашкарта лартма тесе илсе кайнӑ. Шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫленӗ ветерансем пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫлеме ыйтнӑ, проектпа смета документацине хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех стела эскизне ҫирӗплетнӗ, укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Ыркӑмӑллӑх счечӗ ҫине укҫа килме пуҫланӑ, ҫавна май строительство ӗҫӗ вырӑнтан тапраннӑ. Эппин, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ полицейскисене халалланӑ палӑк кӗҫех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте авари пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина велосипедистсен колоннине пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедистсенчен виҫҫӗшӗ суранланнӑ. Туристсем Йошкар-Ола енчен Мускав еннелле пынӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем пулман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, велосипедистсем ҫул хӗррипе пынӑ. Грузовик водителӗ самантлӑха тимлӗхе ҫухатнӑ имӗш. Туристсем Йошкар-Оларан Ҫӗнӗ Шупашкара килсе кунтан пуйӑспа киле кайма планланнӑ пулнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурсӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑнпа республика чӑннипех те мӑнаҫланма пултарать. Шупашкарти Мускав район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗсен вӗҫӗнче Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртнӗ. Унта ҫак конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн патри ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне лауреат тесе палӑртнӑ, медальпе тата дипломпа чысланӑ. Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Общественное признание. Педгогическая слава» медальпе чысланӑ. Сӑмах май, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ иртнӗ ҫул Раҫҫейри хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 14 ҫулти арҫын ача руль умне ларнӑ та аварие ҫакланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ҪҪХПИн пресс-служби пӗлтерет. Ку авари Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулнӑ. Арҫын ача 11-мӗш ҫурт умӗнчи сак ҫине пырса кӗнӗ. Телее, арҫын ача хӑй суранланман. 14 ҫулти ача ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, автомобиль унӑн. Вӑл ӑна, хӑй каланӑ тӑрӑх, унччен мотоциклпа улӑштарнӑ. 14-ри ача руль умне епле ларма пултарнӑ-ха? Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Проблемы изучения чувашского искусства» (Чӑв. Чӑваш ӳнерне тӗпчессин ыйтӑвӗсем) темӑпа В.А. Васильев 2009 ҫулта пичетленӗ «Алексей Афанасьевич Кокель» кӗнекене сӳтсе явнӑ. Институт пуҫлӑхӗн ӑслӑлӑх тата аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Г.А. Николаев монографисене ӑсчахсем пӗрле пухӑнса сӳтсе явасси малашне йӗркене кӗрсе каясса шаннине пӗлтернӗ. Институтӑн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ ыйту ҫивӗчлӗхне палӑртнӑ. В.А. Васильевӑн кӗнекине вӑл хурланӑ. Чӑваш Енри Художниксен союзӗн правленийӗн ертӳҫи А.П. Анохин та сӳтсе явакан ыйту пӗлтерӗшне палӑртнӑ. Ю.В. Викторов профессор В.А. Васильева Кокель пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӗрӗс мар хыпар сарать тенӗ. Тухса калаҫнисенчен ыттисем те пӗр шухӑшлӑрах пулни сисӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |