Чӑвӑш Ен Узбекистана ҫӑнӑх ӑсатни пирки тахҫан сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: машинӑсене кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ҫула янӑ. Ҫак кунсенче ҫав ҫӗршыва тепӗр парти янӑ.
«Чӑвашҫӑкӑрпродукт» АО Узбекистана ҫӑкӑр пӗҫермелли пысӑк сортлӑ ҫӑнӑх тата пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫӑнӑх ӑсатнӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприяти ҫӑнӑха Таджикистана тата Афганистана ӑсатма тытӑнасшӑн.
Узбекистанри компани элчи Марсель Монро паха ҫӑнӑх тахҫантанпах шыранине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ҫӑнӑх авӑртакарсен съездӗнче вӗсем Чӑваш Енри продукци пирки пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫулталӑк вӗҫӗнче Узбекистана тутанса пӑхмалӑх чӑваш ҫӑнӑхне ӑсатнӑ. Лере пахалӑхне тӗрӗсленӗ те килӗшнӗ.
Акӑ халь Узбекистана Чӑваш Енре пӗрремӗш парти ҫӑнӑх ӑсаннӑ. "Чӑвашҫӑкӑрпродукт" тата «MAQSUD AGROFIRMA» алӑ пуснӑ килӗшӳпе Чӑвашран 66 тонна шурӑ ҫӑнӑх янӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче Таджикистана ҫӑнӑх ӑсатнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 25-мӗшӗччен таварсен хакӗ епле вылянине Чӑвашстат тишкернӗ, пӗтӗмлетӗве Чӑваш Енӗн Экономика министерстви хӑйӗн сайтӗнче пичетленӗ. Ӑна тишкерсен куллен кирлӗ хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хакланни курӑнать.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ тапхӑрта кишӗр 22% (6,5 тенкӗ), ҫӗр улми 21% (4,6 тенкӗ), пуҫлӑ сухан тата панулми 15% (3,8 тата 13,4 тенкӗ), купӑста 14% (1,9 тенкӗ), сахӑр 14% (5,6 тенкӗ), хуратул 5% (2,1 тенкӗ), вермишель 3% (1,1 тенкӗ) йӳнелнӗ.
Сысна какайӗн, кӑлпассин, ӳсен-тӑран ҫӑвӗн, хӑйман, тӑварӑн хакӗсем вара улшӑнман.
Ҫав вӑхӑтрах чӑх ҫӑмарти хакӗ 14% таран ӳснӗ. Унсӑр пуҫне тӑпӑрчӑ — 6,7 тенкӗ, чей — 18,1 тенкӗ, 1 тата 2-мӗш сортлӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр — 1 тенкӗ, шӑнтнӑ пулӑ — 3 тенкӗ, сыр 6,6 тенкӗ хакланнӑ.
Ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстересси, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлесси, кӗрхисене акса хӑварасси. Ҫак тӗп темӑсене сӳтсе явнӑ ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра иртнӗ Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
«Тӗрлӗ муниципалитетра ӳкерчӗк тӗрлӗрен», — тенӗ Элтепер. Ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелекенсем тухӑҫа та лайӑх илнине палӑртнӑ вӑл. Яваплӑх ҫуккисенче тӑкак тӳсеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен республика пуҫлӑхӗ. Сӑмах хуҫалӑх ертӳҫисене кӑна мар, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене те тивнӗ. Вӗсен лару-тӑрӑва туйса тӑрса ӗҫе йӗркелесе пымаллине палӑртнӑ Игнатьев.
Ларура ытти ыйтупа пӗрлех лавккасенче вырӑнти апат-ҫимӗҫ сахалтараххи пирки те чарӑнса тӑнӑ. Хамӑр патра авӑртнӑ ҫӑнӑхах, акӑ, халӑх туянасшӑн-мӗн, анчах тепӗр ҫӗрте вӑл ҫук. Улатӑрта ӑна Алтай ҫӑнӑхӗн хутаҫне ярса сутнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |