Вӑрманта ҫамрӑксем ҫухалса кайнӑ. Икӗ йӗкӗте ҫӗрӗпех шырани пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан икӗ ҫамрӑк авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. Вӗсенчен пӗри техникумра вӗренет, тепри – шкулта. Хайхискерсем вӑрмана пӗр шикленмесӗрех ҫул тытнӑ. Ара, унччен вӗсем унта пӗрре кӑна пулман вӗт.
Анчах каччӑсем урӑх сукмакпа кайма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӗсем киле каймалли ҫула тупайман. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне, полицие шӑнкӑравланӑ. Ҫав вӑхӑталла тӗттӗмленме пуҫланӑ.
Ҫамрӑксен вӑрмантах ҫӗр каҫма юлма тивнӗ. Полицейскисем вӗсене мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Каччӑсем кӑвайт чӗртнӗ, ӑна ҫӗрӗпех сӳнтермен. Ирхине вӗсене каллех шырама пуҫланӑ. Каччӑсем ҫав вӑхӑталла вырӑнти лесникӑн палли патне тухнӑ.