10 кун каялла Шупашкарта 24 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Татьяна Семенова юлашки хутчен амӑшӗпе юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче телефонпа калаҫнӑ. Амӑшӗ хӗрӗ ҫухални пирки полицие заявлени ҫырнӑ.
Телефонпа калаҫнӑ чухне Таня хӑй Ҫӗмӗрлере пулнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн телефонӗ сӳннӗ. Унччен кунашкалли нихӑҫан та пулман.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Таня унчченхи савнийӗпе каллех тӗл пулма пуҫланӑ. Ҫывӑх ҫыннисем куншӑн савӑнман. Унччен лешӗ Таньӑна пӑрахса тусӗпе ҫӳренӗ. Кӑҫал ҫулла ҫав хӗрӗн виллине тупнӑ. Суд каччӑ айӑплӑ тесе йышӑнман пулин те тӑванӗсем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ.
Тӑванӗсем Таньӑн сӑнӳкерчӗкне пичетлесе хулара ҫакса тухасшӑн, волонтерсене пулӑшма чӗнесшӗн. Таня 170 сантиметр ҫӳллӗш, кӗрен куртка, ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, кӗрен кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.