Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Якубович патне ҫӑпатапа кайса чӑваш ятне янӑ-шим?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.10.2017 20:54 | 2247 хут пӑхнӑ
Культура

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче пурӑнакан Анна Николаева «Поле чудес» (чӑв. «Тӗлӗнтермӗш уй») телекӑларӑмра пулнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче эфира тухнӑ.

Анна Николаева кӑларӑма чӑваш наци тумӗпе килнӗ. Вӑл Леонид Якубович патне пӗччен мар ҫитнӗ. Унпа пӗрле телекӑларӑма фольклор ушкӑнӗ те пынӑ. Ансамбль куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем чӑваш тумӗпе чӑвашла юрланӑ. Пирӗн ентешсем сцена ҫине ҫӑпата сырса тухнӑ. Кӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри ҫакна сивлесе калаҫнӑ. Чӑвашсем ҫӑпатапа тухса чӑваш ятне янӑ имӗш. Анчах, манӑн шухӑшпа, ку ята яни мар, тӗнчене чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗрки пирки пӗлтерни. Маттур, ҫичӗпӳртсем!

Чӑваш хӗрарӑмӗ пушӑ алӑпа килмен. Вӑл телеертӳҫе картина, кӗнеке, наци тумне тӑхӑнтартнӑ пукане, кучченеҫ илсе парнеленӗ. Леонид Якубович канихвета тӳрех ачасене валеҫнӗ.

Шел те, Анна Николаева финала тухайман. Параппан ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл тӗрӗс мар саспалли каланӑ.

#культура, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Ҫичӗпӳрт, #телекӑларӑмсем, #пултарулӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44977
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1650.84.6161
2017.10.03 15:32
Agabazar
Ҫӑпатапа Якубовский патне кайни — паллах, йӑнӑш. Пысӑк йӑнӑш.
Ытах вӑл енне кайсан вырӑссем хайсем ҫӑпатапа Якубовский патне кайччӑр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем