Культура
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗ ҫумӗнче «Ҫунатлӑ чӑвашсем» пултарулӑх тӗпелӗ йӗркеленӗ. Ун пирки хастар хӗрарӑмсем Шупашкарти чӑваш наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлекен кафене пуҫтарӑнса калаҫса татӑлнӑ. Пултарулӑх тӗпелӗнче — сӑмах, ӳнер, сцена ӑстисем, вӗрентекенсем, музей ӗҫченӗсем, кӗнеке кӑларас тата сиплев тытӑмӗнче вӑй хуракансем. Йӗркелӳ саманчӗсемпе пӗрлех калаҫу тӑван литература, чӗлхе, ӳссе пыракан ӑрӑва ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине манма парас мар тесен мӗнле ӗҫ-утӑм тӑвасси тавралла пынине «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтерет. «Ҫунатлӑ чӑвашсем» пултарулӑх тӗпелӗн черетлӗ ларӑвне авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |