Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӗмен хулинче наци культурисен «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) облаҫри XXIII фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Тюмень тӑрӑхӗнчи 20 ытла наци халӑхӗ хӑйсен апат-ҫимӗҫне ас тивтернӗ, концерт кӑтартнӑ, наци хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Кашни халӑхӑн тулли сӗтелӗ тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе илӗртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗччӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине шута илсе Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пулнӑччӗ. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ», — хыпарланӑччӗ ун чух.