Чӑвашлӑх
![]() Тӗменти Акатуй Тӗмен хулинче ӗнер чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче паян хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Тӗменти уява Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пур. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ. «Манӑн Акатуя каяс килет, анчах укҫа ҫук», — тенӗ иккен вӑл ывӑлне. Нина Васильевна Тӗмене ҫитес тесе 2 кун ҫӗрулми сутнӑ. Ҫунатланнӑ хастар хӗрарӑм ӗнер Акатуйра савӑннӑ. Свердловск облаҫӗнчи хӗрарӑм утӑмӗ аякри чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр культуришӗн, тӑван чӗлхешӗн, пуян эткерлӗхӗшӗн чӑннипех те тунсӑхланине ҫирӗплетекен тӗслӗх тесе хӑюллӑнах калама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |