Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Шӑхасанти Геннадий Редьков ялта Культура ҫурчӗ тутарассишӗн РФ Президенчӗн Йышӑну пӳлӗмне ҫитнӗ. Мускава кайма тивмен-ха ӑна: видеоконференц-ҫыхӑну мелӗпе унта ӗнер йышӑну ирттернӗ. Хальхинче халӑх ыйтӑвне ҫӗршыв ертӳҫин пулӑшуҫи Игорь Щеголев итленӗ. Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗпе Президент пулӑшуҫи республика Элтеперне Михаил Игнатьева, РФ культура министрне Владимир Мединские, РФ ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачёва ӗҫлеме хушнӑ. Вӗсене мероприятисен планне хатӗрлеме каланӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче финанс министрӗ Светлана Енилина Шӑхасанти Культура ҫурчӗн проект документацийӗ патшалӑх экспертизи тухнине пӗлтернине палӑртнӑ. Хутсене ырласан проектпа федераци программине хутшӑнасшӑн, республика хыснинчен укҫан пӗр пайне уйӑрма хатӗр тесе хыпарланӑ. Ӗҫе килес ҫул пуҫӑнас шанчӑк пур. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханнине, ҫав ыйтупа вӑл кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ уйӑхра Чӑваш халӑх сайтӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама» статья пичетленине сайтпа кӑсӑкланакансем асӑрхарӗҫех пулӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи фольклор уявӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӗнекесемпе дисксем сутнишӗн аренда укҫи ыйтнишӗн чунтан кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑччӗ. Аренда хакӗ концерт пуҫланас умӗнхи 15–20 минутра, тӑхтавра 15 минут сутмалли вӑхӑтшӑн 500 тенкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. «Эпӗ ун чухлӗ укҫа тӳлесе кӗнекесемпе дисксем сутаймастӑп. Светлана Яковлевӑна: «Ун чухлӗ таса тупӑш тӑваймастӑп», — терӗм те вӑл мана хирӗҫ: «Эпӗ сана 140 пин тенкӗ парса тутарнӑ витринӑсем патӗнче тӳлевсӗр суттараймастӑп ӗнтӗ. Аренда укҫи илме мана ҫӳлтен хушнӑ, хам ирӗкпе пӗр ыйтӑва та таса параймастӑп», — тесе хучӗ», — илсе кӑтартнӑччӗ Альбина Юрату Культура керменӗн пуҫлӑхӗпе пулса иртнӗ калаҫӑва. Хӑйӗн чун ыратӑвӗпе сӑвӑҫ ЧР Культура министерствине ҫитнӗ. Халӗ вӑл унтан хурав илнӗ. Ҫавна А. Юрату Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ «Чуваши на всю страну» (чӑв. Чӑвашсем пӗтӗм ҫӗршывӗпех) видеороликсен конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна ӳкерекенсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне видеосалам ӑсатайӗҫ. Роликсене эрнесерен хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-роликсене Наци телекуравӗн эфирӗнче кӑтартӗҫ. Чи-чи пултаруллин конкурсӑн финалне халалланӑ информаци сюжечӗн е ятарлӑ репортажӑн хӑни пулас шанчӑк пур. Республикӑн Информаци политикин министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци телекуравне халӗ 8 миллион ытла ҫын пӑхать. Аса илтерер, нумаях пулмасть НТРК «Триколор» спутник правайдерӗпе килӗштерсе ӗҫлеме пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне Наци телекуравӗ кабель сетӗнче 21-мӗш пускӑча йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ку шӑматкун, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Республика тӳремӗнче террора хирӗҫлесе акци иртмелле. Анчах та ӑна саккуна пӑсса йӗркеленине шыраса тупнӑ. Йӗрке тӑрӑх халӑха пухакан мероприятисене ирттерес умӗн вунӑ кун маларах пӗлтермелле. Аса илтеретпӗр, ку митинга Питӗр хулинчи метрона сирпӗтнӗ хыҫҫӑн йӗркелеме йышӑннӑ, вӑл Раҫҫейӗпех иртӗ. «Шупашкарти мероприятие йӗркелекенни теракт пирки маларах пӗлнӗ-ши?» — Питӗр хулинчи пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӑна пулнӑран Константин Ишутов блогер тӗлӗнсе ыйтать. Аса илтерер, ҫак вӑхӑт тӗлне актуаллӑ информаци тӑрӑх Питӗрте пулса иртнӗ сирпӗнӳре 14 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, чылай ҫын суранланнӑ. Инкек хыҫҫӑн хулара виҫӗ кунлӑх траур пуласси пирки пӗлтернӗ. «О собраниях, митингах, демонстрациях, шествиях и пикетированиях» (чӑв. Пухусем, митингсем, демонтрацисем, шествисем тата пикетлани ҫинчен) федераллӑ саккун тӑрӑх халӑха йышлӑ пухакан мероприяти пирки влаҫ органӗсене йӗркелӳҫӗ 10 кунран каярах мар, 15 кунран маларах мар пӗлтермелле. Ҫавах та влаҫрисем ку пухӑва акци мелӗпе ирттерни пирки калаҫҫӗ. Плакатсем пулманнишӗн, политикӑлла чӗнӳсем пулманран ку акци митингсем ирттермелли саккуна пӑхӑнмасть имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче 2017 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче «Юптару каҫӗ» пулса иртрӗ. Унта Владислав Николаев ҫыравҫӑн виҫҫӗмӗш кӗнекине — «Дипломлӑ Тиха» ятлӑ юптарусен пуххине хӑтларӗҫ. Хӑтлава литературӑна юратакансем кӑна мар, Шупашкарти тата районсенчи чӑваш вӗрентекенӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, вулавӑшҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем пухӑннӑ. Вӗсен умӗнче юптаруҫӑ хӑйӗн ҫӗнӗ хайлавӗсене вуларӗ. Арсений Тарасов, Марина Карягина ҫыравҫӑсем, Василий Пушкин, Зоя Лукина педагогсем ҫӗнӗ талантӑн ҫӗнӗ кӗнекине тӗплӗ тишкерчӗҫ, ҫыравҫӑ пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» вулакансене юптару каҫӗнче Виталий Станьял тӗпчевҫӗ тухса каланӑ сӑмахпа паллаштарать.
Юптарусен ҫӳлӗкӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑн Владислав Николаевӑн «Дипломлӑ Тиха» кӗнекипе пуянланчӗ (Ш., Чӑваш кӗн. изд-ви, 2017. 47 с.), ҫакӑ чӑваш литературин йывӑр жанрӗ чиперех аталанса пынине кӑтартса пачӗ.
Владислав Дмитриевич Николаев (28.8.1974; Елчӗкъен, Шӑмалак ялӗ) — Чӑваш Республикин яш-кӗрӗм премийӗн лауреачӗ (1998), паллӑ журналист, ҫыравҫӑ, «Тетте» журнал, «Тантӑш», «Салам» хаҫатсен тӗп тӗременӗ пулнӑ, 2013 ҫултанпа пӗчӗккисем валли хӑй йӗркеленӗ «Асамат тата Шевле», «Панулми» журналсем кӑларса тӑрать. |
Спорт
![]() Каникул вӑхӑтӗнче вӗрентекенсем ахаль лармаҫҫӗ. Ачасем каннӑ вӑхӑтра Красноармейски районӗнче вӗрентекенсен спартакиади иртнӗ. Спорт уявӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Тупӑшу темиҫе тапхӑрпа иртнӗ. Унта районти шкулсенче ӗҫлекен вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Спартакиадӑна хутшӑнас тесе педагогсем маларах хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Спорт вӗсене ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума пулӑшать. Спартакиада программи пуян. Вӗрентекенсем шахматла, шашкӑлла, волейбола, теннисла, дартсла выляса вӑй виҫнӗ. Вӗрентекенсем каникула усӑллӑ ирттерни, сывлӑхне ҫирӗплетни вӗсене ҫӗнӗ чӗрӗке ҫӗнӗ вӑйпа пуҫлама май парать. Трак тӑрӑхӗнчи вӗретекенсем кунашкал ӑмӑртӑва яланах хутшӑнма хатӗр. Малашне те вӗсем ҫакӑн пек спартакиада ирттерессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ирхине ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара аран килнине хӑй куҫӗпе курса ӗненнине Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Министр ун чухне ку ыйтӑва уҫӑмлатассине каланӑ. Владимир Иванов хӑйӗн сӑмахне тытнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара 101-мӗш маршрутпа 3 пысӑк автобус ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫакӑ ҫынсене ҫӑмӑллӑх кӳмеллех. «Транспорт расписание ҫирӗппӗн пӑхӑнсан лару-тӑру ҫитес вӑхӑтра лайӑхланмалла. Ку ыйтӑва ЧР Транспорт министерстви тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫынсене турттаракан транспортсем пӗтӗм нормӑна пӑхӑнасса шанас килет», — тенӗ Владимир Иванов министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫулсерен ӑна ҫак кун уявлаҫҫӗ. Сывлӑх кунӗнче шупашкарсене депрессипе кӗрешме вӗрентӗҫ. Тӗп хулари тӑватӑ чарӑнура — «Шупашкар» универмаг», «Николаев урамӗ», «Студентсен хули», «Модӑсен ҫурчӗ» ятлисенче — «Психологи десанчӗ» ирттерӗҫ. 14 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен волонтер-медиксем иртен-ҫӳрене социологи ыйтӑмне хутшӑнтарӗҫ. Кашниех экспресс-диагностика витӗр тухма пултарӗ. Унта депресси пуррипе ҫуккине палӑртӗҫ. «Студентсен хули» чарӑнура депрессие парӑнтарма пулӑшакан хусканусем тутарӗҫ. Психолог е психотерапевт пур пульницӑсенче эмоци тӗлӗшӗнчен сывлӑха ҫирӗплетмелли тренингсем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗн прокуратури тӑлӑхӑн прависене хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ҫулти каччӑна хваттер паман. Тӑлӑха юлнӑ ачасене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерет. Ҫак каччӑ та хӑйне кӗтес парасса кӗтнӗ. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Вӑл администрацие кайнӑ, анчах лешсем хваттер пама килӗшмен. Вӗсен укҫа ҫук имӗш. Ҫамрӑкскер прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокурор Патӑрьел район администрацине тавӑҫпа тухнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судра тӑлӑха хваттер памалла тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Питӗрти метрора ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ сирпӗнӳ ӑслӑ-тӑнлӑ пур ҫынна та ҫӳҫентерчӗ. Пысӑк хуласенче пурӑнакан тата вӗренекен хӑш-пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, инкек пирки илтсенех вӗсене метрона анса хӑпарма та кӑмӑллах пулман. Шӑматкун, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра вун-вун хулара терроризма хирӗҫ акци иртмелле. Халӑх йышлӑ пуҫтарӑнасса шанакан ҫак мероприяти Шупашкарти Республика лапамӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта кирек кам та кайма пултарать. Акцие, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, парламентри мӗн пур парти хутшӑнмалла. Аса илтерер, метрори сирпӗнӗве пула 14 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, алла яхӑн ҫыннӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Инкек хыҫҫӑн Питӗр хулинче виҫӗ кунлӑх траур тесе пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |