Чӑваш Енри тухтӑрсем грипран хӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем хӑйсене вакцинаци тутараҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министертсвинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Дерягин укол тутарнӑ та ӗнтӗ. Шурӑ халатли ытти ҫынна та, ултӑ уйӑхри ачаран пуҫласа ваттисем таранах, прививка тумалла тесе шухӑшлать. Вакцинаци витӗр тухнӑ ҫынна грипп ерсен те амак ҫӑмӑллӑн иртнине палӑртать.
Чӑваш Ене вакцинӑн пӗрремӗш партине иртнӗ уйӑхрах кӳрсе килнӗ. Вӑл халӑхӑн 19 процентне укол тума ҫитет. Сӑмах май каласан, Роспотребнадзор ҫӗршыври халӑхӑн 45 процентӗнчен кая мар ҫынна укол тӑвасшӑн. Хӑрушлӑх ушкӑнӗнче шутланаканнисене вара — 75 процентран кая мар.