Ӗнер Чӑваш Енри икӗ пульницӑра тӗп тухтӑрсем улшӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, Шупашкарти президент пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Сергей Милаев маларах ӗҫрен кайнӑ, ун вырӑнне тилхепене Ольга Рябухинӑна тыттарнӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑхпа ӗнер Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов коллектива паллаштарнӑ. Ольга Рябухина Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ.
Спутник-хулари асӑннӑ сывлӑх сыхлав учрежденийӗ пуҫлӑхсӑр юлнине кура унти пульницӑна ертсе пыракана та ӗнерех палӑртнӑ. Ҫак пукана Владимир Степанова шанса панӑ. Хӑйне тӗп тухтӑра лартиччен Владимир Степанов Республикӑн ача-пӑча клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.