Чӑваш Енри ватӑсем валли Мускавран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута РФ Правительствин сайтӗнчи «Документы» ярӑмра ӗнер 14 сехет те 30 минутра пичетленӗ.
РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 427-мӗш номерпе алӑ пуснӑ хутра Раҫҫейӗн сыхлӑх фондӗнчен РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 4,35 млрд тенкӗ укҫа уйӑрассине каланӑ. Вӑл паллиативлӑ (йывӑр чирлисен асапне ҫӑмӑллатмалли) пулӑшу валли кайӗ.
Ҫак суммӑран Чӑваш Ене те укҫа лекӗ. Пурӗ 49,88 миллион тенкӗ. Сӑмах май каласан, укҫан пысӑк пайӗ — 148 миллион тенкӗ — Пушкӑртстана кайӗ.
Пульницӑсенче паллиативлӑ пулӑшу уйрӑмӗсем уҫнине тата гериаторсем ӗҫлеме пуҫланине специалистсем ҫӗршывра пурӑнакансен кун-ҫулӗ вӑрӑмланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.