Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Пуҫлӑх шалӑвӗ ӑна пӑхӑнакансенчен килӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 26.04.2017 18:38 | 731 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енри патшалӑхӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене ертсе пыракансем шалу енчен иртӗхеймӗҫ. Вӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине ахаль врачран пуҫласа санитарка миҫе тенкӗ илни таранах витӗм кӳмелле. Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ.

Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденине ертсе пыракансем пульницӑри вӑтам шалуран 6 хутран пысӑкрах илеймӗҫ. Вӑтам шалӑва шутланӑ чухне тӗп врачӑн ҫумӗсене, тӗп бухгалтера кӗртмӗҫ. Тӗп врачӑн ҫумӗсен шалӑвӗ вара вӑтам шалуран 5 хутран иртмелле мар. Капла чару тӗп бухгалтерсене те пырса тивет.

Правительство ларӑвне ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер тухтӑрсене хавхалантарнӑ чух вӗсем пациентсемпе хӑйсене епле тытнине те, ӗҫе епле пурнӑҫланине те шута илмеллине асӑрхаттарнӑ.

#ларусем, #сывлӑх, #тӳре-шара, #укҫа-тенкӗ, #пульницӑсем, #Элтепер, #правительство, #ӗҫ укҫи

ch
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер иртнӗ ӗмӗрти поликлиникӑсене тиркенӗ
2016, 12, 13
Хаҫатра ҫырнине тӳре-шара тӗрӗслет
2017, 02, 02
Тиркекенсене министр тиркенӗ
2017, 02, 05
«Чӑвашавтотранс» умӗнхи парӑма ҫуллаччен татса парасшӑн
2017, 03, 21
«Чӑвашавтотранс» ыйтӑвне хыснаҫӑсен ӗҫ укҫипе татаймӑн
2017, 04, 07

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org