Вӗренӳ
![]() Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Каҫалти 2-мӗш вӑтам шкулта район шайӗнчи «Янра, чӑваш сӑмахӗ» республика фестиваль-конкурсӗ пулса иртрӗ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ ку районти чӑваш чӑлхипе литературине вӗрентекенсемшӗн тата вӗренекенсемшӗн. Уява районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫрӗ. Вӑл чӑваш сӑмахне юратакансене уяв ячӗпе саламларӗ. Районти чи маттур та пултаруллӑ ачасем пуҫтарӑннӑшӑн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. Пурне те конкурсра ӑнӑҫу сунчӗ. Хӑнасене Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул директорӗ Е.Н.Савельев уяв ячӗпе саламларӗ, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палӑртрӗ. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашни, тӗрлӗрен конкурссенче ӑмӑртни мӗн тери паха. Эпир чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чӑваш пулса ҫуралнишӗн мухтанма тивӗҫ. Мӗн тери пуян пирӗн чӗлхе! Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта усӑллӑ пулнӑ, тенӗ ваттисем. Сирӗн хамӑр ҫӗр-шыва усӑллӑ ҫынсем пулмалла пултӑр тата тӑнӑҫлӑх пултӑр. Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина пухӑннисене, уява хутшӑнакансене пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа саламласа ҫитӗнӳсем сунчӗ. |
Республикӑра
![]() Ыр кӑмӑллӑх марафонне уҫнӑ вӑхӑтра Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски тӑрӑхӗнче «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уҫнӑ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов та ку мероприятие яланхиллех хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон миллионшар ҫынна пӗр чӑмӑра пуҫтарать. Кашни ҫын хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать». Марафонӑн кӑтартӑвӗпе Юрий Кислов паллаштарнӑ. Пӗлтӗр ҫав акци вӑхӑтӗнче 8 млн тенкӗ пухӑннӑ. Ку енчен пӗлтӗр комсомольскисем уйрӑмах хастар пулнӑ: вӗсем пурӗ 400 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Кӑҫалхи марафона каҫал тӑрӑхӗнче уҫни те ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Урамри канашлу Пассажирсене 63-мӗш маршрутпа турттаракан Шупашкарти водительсемпе ӗнер тӗлпулу иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт, энергетика тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ тӗлпулӑва вырӑна тухса йӗркеленӗ. Пуҫтарӑннисемпе нарӑсӑн уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен ҫул укҫи хакланассине, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сӳтсе явнӑ. Пассажирсене турттаракан транспорта ятарлӑ вырӑна лартмаллине те асӑрхаттарнӑ. Транспортра ҫынсемпе епле тытмалли пирки те калаҫу пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑсмалла марри ҫинчен те тӳре-шара сӑмах пуҫарнӑ. Аса илтеретпӗр, пассажирсене коммерци маршручӗпе турттаракан автобуссен ӗҫне нумаях пулмасть тӗрӗсленӗччӗ. Шупашкарта чи хӑрушӑ маршрутсен шутне 61-мӗш тата 65-мӗш номерлисене кӗртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Каҫпа курмалли прибор Шупашкарта пурӑнакан пӗр каччӑ ҫар техникине контрабанда мелӗпе ют ҫӗршыва ӑсатма хӑтланнӑ. 24-рискер тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Мускав районӗнчи суд кӑларнӑ йышӑну тинех саккунлӑ вӑя кӗнӗ. Каччӑ каҫхине курмалли прибор тата стрелоксен хӗҫ-пӑшалӗ валли прицел саккунлӑ мар майпа туяннӑ. Ку хатӗрсем, сӑмах май, ҫар тӗллевӗллӗ шутланаҫҫӗ. Ҫавсене каччӑ Интернетра пӗлтерӳ парса сутма хӑтланнӑ. Илес текенсем те тупӑннӑ: Японирен, Китайран тата Канадӑран. Анчах таможньӑра тавара тытса чарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, контрабандист тесе каччӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗпех ӗҫ пуҫарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттармалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хавал» уйлӑха кӑҫал та пуҫтарӑнӗҫ. Ун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче асӑннӑ ушкӑн ӗнер пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхине пӗр-пӗринпе калаҫса хаваслӑн вӗренес текенсенчен нарӑсӑн 28-мӗшӗччен йӗркелӳ взносне йӳнӗ хакпа пухаҫҫӗ. 5 ҫулчченхи ачасемшӗн укҫа илмӗҫ, 5–12-рисемшӗн 200 тенкӗ тӳлемелле, шкул ачисен — 300 тенкӗ, студентсен — 400 тенкӗ, ыттисен — 500 тенкӗ. Тӗлпулу тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Унсӑр пуҫне — тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарасси те. Йӗркелӳ взносне Шупашкарта Алпарух (Александр Блинов), унӑн телефонӗ — 89023285051, йышӑнать; Самарта — Тӑшман (Антон Вечкунин), унӑн номерӗ — 89608420924; Мускавра — Салампи (Оксана Антонова), телефон номерӗ — 89680799852. Ытти хулара пурӑнакансем ыйтӑва ҫак каҫӑпа уҫамлатайӗҫ: cv-haval.org/ru/node/89. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ Кристина Кускова Эрзурум хулинче иртнӗ хӗллехи Олимп фестивалӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑсталӑхне Шупашкарти спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче туптаканскер 7,5 ҫухрӑма парӑнтарса финиша чи малтан ҫитнӗ. 16 ҫулти Кристина дистанцие 19 минут 13,3 ҫеккунтра чупса тухнӑ. Ку — чи лайӑх кӑтарту. Пирӗн ентеш Раҫҫейри тата Финляндири спортсменсене хыҫа хӑварнӑ. Ӑмӑртура медальсемшӗн 19 ҫӗршыври 44 спортсменка вӑй виҫнӗ. Сӑмах май, хӗллехи Олимп фестивалӗнче 14–18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем спортӑн тӑхӑр тӗсӗнче ӑмӑртаҫҫӗ: йӗлтӗр чупӑвӗ, трамплинран сикесси, сноуборд, сӑрт-ту йӗлтӗрӗ, эрешлесе ярӑнасси, керлинг, шотр-трек, хоккей. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын тӑванӗ патне шӑнкӑравланӑ. Анчах лешӗ телефона тытман. Алӑкран шаккасан та уҫман. Анxах хваттерте ача макӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ. Ку нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехетре пулнӑ. Арҫын Эгер бульварӗнче пурӑнакан тӑванӗ патне килнӗ. Лешӗ алӑка уҫманнипе вӑл сисчӗвленнӗ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 62 ҫултискер, урайӗнче тӑнсӑр выртнине асӑрханӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ача хӗрарӑмшӑн кам пулни пирки хальлӗхе хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() 22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна салтака каясран тарса ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн. Вӑл 3 ҫул ҫурӑ ҫар комиссариатне пыман. Ун патне повестка 8 хутчен килнӗ. Анчах каччӑ ҫакна шута илмен, ҫар комиссариатне пырса курӑнман. Каччӑ Канаш хулинче пурӑнать. Вӑл ҫара юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗччен вӑл 8 хутчен повестка илнӗ. Хӑй кирлӗ документсене алӑ пуснӑ. Анчах каччӑ медкомиссие килмен. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Куншӑн 200 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, 2 ҫул патшалӑхшӑн ӗҫлеттерме, ҫур ҫуллӑха арестлеме е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Президиум пайташӗсем канашлаҫҫӗ Шупашкарти сӗт-ҫу савутне ҫӗр налукӗнчен хӑтарӗҫ. Хальлӗхе ку ыйтӑва Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ырланӑ. Депутатсем черетлӗ ларӑва нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ те президиумра пӑхса тухнӑ ыйтусемпе татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗрен ӗҫлесе кайма пуҫтарӑнакан сӗт-ҫу савучӗ хӑйне ҫӗр налукӗнчен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Предприяти пуҫлӑхӗ Алексей Гирюк Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчи президиумӗнче каланӑ тӑрӑх, ку ҫӑмӑллӑхпа предприяти малтанхи 5 ҫулта усӑ курасшӑн. Хула администрацийӗн тарифсене йӗркелекен, предприятисен экономики тата инвестици енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Максимов савута ҫӗр налукӗнчен ҫитес пиллӗк ҫуллӑха хӑтарас шухӑшлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Марина Куцаева чӗлхеҫӗ Иртнӗ вырсарникун Мускаври «Avanclub» калаҫу клубӗнче ҫамрӑк чӗлхе тӗпчевҫи пулнӑ. Аса илтеретпӗр, клуб Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче ӗҫлет. Чӑвашсен калаҫу клубне хӑнана Мускаври патшалӑх лингвистика университечӗн аспиранчӗ (клубӑн халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «хастар тата маттур хӗр») Марина Васильевна Куцаева пынӑ. Марина Мускавра пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен чӗлхи, халӑхӗ, культури пирки мӗн шухӑшланине тӗпчет иккен. Диссертацине те вӑл ҫак темӑпа ҫырнӑ. Калаҫу теми — «Опыт социолингвистического обследования чувашской диаспоры московского региона» (чӑв. Мускав регионӗнчи чӑваш диаспорин социолингвистика тӗпчевӗн опычӗ). Лекцие хӗр вырӑсла вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |