Политика
![]() Евгений Барсуков Чӑвашупрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫланӑ Евгений Барсукова ҫул-йӗр тӑвас яваплӑха текех шанмӗҫ. Генерал-майор ертсе пыракан учреждение Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ шӑматкунхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи канашлура, хытах ӳпкеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла. Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Асӑннӑ предприятие наркотӗрӗслеври чылай ҫын куҫни, вӗсем вара ҫул-йӗр отраслӗнче профессионалсем маррине те Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑччӗ. Ҫул-йӗр отраслӗшӗн ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова та сӑмах лекнӗ. Ӗнертенпе вӑл министр портфелӗсӗр юлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Российская газета» хаҫатри Сергей Михеев сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурт-йӗре регистрацилеменнисене ӳлӗмрен налук нумайрах тӳлеттерме тытӑнӗҫ. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, налук виҫине кӑҫалтан ӳстерӗҫ. Унччен, калӑпӑр, ҫӗршӗн 4 пин налук тӳленисем (кунти тӗслӗх Мускав облаҫӗ пирки пырать) малашне 8 пин кӑларса хурӗҫ. Паян Раҫҫейре уйрӑм ҫурт-йӗр валли 16 миллиона яхӑн гектар ҫӗр уйӑрнӑ иккен. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинче пӳрт хӑпартса лартнӑ, анчах ӑна регистрацилементен пурлӑх налукӗ хураймаҫҫӗ. Хыт-хура кашласа ларакан участоксем 5 миллиона яхӑн-мӗн. Мускав облаҫӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви РФ Налук кодексне улшӑну кӗртме сӗнесшӗн: регистрацилемен пӳрт хуҫисене ҫӗр налукне пысӑклатнӑ коэффициентпа тӳлеттерме пуҫласшӑн. Кунта пахча тата дача ҫурчӗсене те кӗртме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаевпа (сулахайри) Анатолий Аксаков Чӑваш Енӗн ертӳҫине вӑхӑт ҫитичченех суйлас пулсан «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Олег Николаевӑн (вӑл та «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ) кандидатурине тӑратма хатӗр. Ҫакна партин лидерӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков палӑртнӑ. Шухӑша вӑл партин регионти уйрӑмӗн канашӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Республика ертӳҫине суйлав вӑхӑчӗ ҫитичченех палӑртас пулсан регион ертӳҫин посчӗ валли Олег Николаев тӗп кандидат тенӗ Аксаков. Кӗтмен хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Александр Белов журналист паян ирпе хыпарланӑ. Парти штабӗнче журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта кадр ылмашӗвӗсем пулса иртнине ларура сӑмах май кӑна асӑнса хӑварнӑ. Чӑваш Ен те Ҫӗр планета ҫинчех вырнаҫнӑ, апла кунта та тем пуласси пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ чакмасть-ха. Иртнӗ эрнере 8245 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ – 17 ҫул тултарман ачасем. Чир сарӑлнине пула Чӑваш Енри икӗ шкула карантина хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти шкулсенче темиҫе класс вӗренмест. Красноармейски районӗнчи 2 шкул – карантинра. Унта пӗтӗмпе 68 ача вӗренме ҫӳремест. Шупашкарти 45-мӗш шкулта та чирлекенсем нумай. Ӑна та карантина хупнӑ. Шупашкарти 43 класс вӗренмест. Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 класс тата ача пахчинчи пӗр ушкӑн карантинра. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр класа та карантина янӑ. Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шупашкарта пурӑнакан ҫынсем чирлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следовательсем Канашра пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Ленин палӑкне патакпа хӗненӗ. Ку 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Арҫын Канашри Ленин тӳремне килнӗ те палӑка патакпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Палӑкӑн пӗр пайӗ катӑлса ӳкнӗ. Вандал ӗҫӗ 30 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Суд арҫынна патшалӑхшӑн 250 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи ейӳ. Николай Плотников тунӑ сӑн Кӗҫех ҫуркунне ҫитет. Раҫҫейри 6 пин ял-хулара ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫав шутра – Чӑваш Енри ялсем те. 2017 ҫулхи ҫуркунне мӗнле пулассине «Антистихия» центр шутланӑ. РФ МЧСӗн граждан хӳтӗлевӗн департаменчӗн директорӗ Андрей Лотушкин пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх ҫӗршыври 6 пин ял-хулара пур. Ҫак регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. Ҫӗпӗр федераци округӗнче Алтай Республики, Кемӗр, Новосибирск, Томск, Омск облаҫӗнче ейӳ сарӑлма пултарать. Атӑлҫи федераци округӗнче Пушкӑрт, Чӑваш, Тутар, Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем, Чулхула, Ӗренпур, Самар, Сарӑту облеҫӗсенче харушлӑх пур. Ҫавӑн пекех Курган, Свердловск, Тӗмен облаҫӗсенчи ял-хула шыв айне кайма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Резников экс-министрпа (сулахайри) Евгенйи Барсуков Чӑвашупрдор предприятире ҫывӑх вӑхӑтра директора суйламалла. Унччен ҫавӑнти тӑрӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӗннипе пуҫарнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Темиҫе уйӑхра унта 48 ҫынна ӗҫе илнӗ, вӗсенчен 17-шӗ унччен наркотытӑмра тимленӗскерсем иккен. «Организацин ертӳҫине наркотикпа кӗрешекен альтернативлӑ служба йӗркелеме никам та хушман. Предприяти республикӑри ҫул-йӗре юсассипе тата тӑвассипе патшалӑхӑн тӗп заказчикӗ шутланать. Ку ӗҫре профессионалсен тимлемелле», — тенӗ Михаил Игнатьев. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшенчен тытӑнса раштавӑн 31-мӗшӗччен хавхалантармалли укҫа пурӗ 5 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑвашупрдор ертӳҫине палӑртмалли конкурс нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Антон хӗр хыҫҫӑн хӗре куҫ хывать Хӑй вӑхӑтӗнче Америкӑри мӑшӑр усрава илнӗ пирӗн ентеш, Антон ятлӑ яш, Чӑваш Ене тарса килнине МИХсем пӗлтернӗччӗ. Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗринпе «Дом 2» кӑларӑмӑн ҫӗнӗ серийӗ тухнӑ. Кӑларӑма вӑл хӑйне халь усрава илнӗ Оксана ятлӑ хӗрарӑмпа пынӑ. Унта хутшӑнма сӗнекенни те ҫав хӗрарӑм иккен. «Дом 2» уншӑн пурнӑҫ шкулӗ пултӑр тетпӗр. Пирӗнпе ҫур ҫула яхӑн пурӑнаканскерӗн хӗрсемпе хутшӑну йӗркеленеймест. Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗрен те ҫавӑн пек пулӗ», — шухӑшне пӗлтернӗ Оксана. Антонӑн пурлӑх ҫуккине те вӑл пытарман. Телекӑларӑмра Антон Лилия ятлӑ хӗре куҫ хывнине пӗлтернӗ. Лешӗ каччӑна тиркемен, анчах вӑл йывӑр ҫын иккен. Халӗ каччӑ тата тепӗр хӗре пӑхса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Геннадий Айхи ывӑлӗн Алексейӑн «Оскар» илес шанчӑк пур. Пысӑк шайри наградӑна илме ӑна «Я вам не негр» (чӑв. Эп сире валли негр мар) фильм валли саундтрек ҫырнишӗн тӑратнӑ. Рауль Пек режиссерпа Алексей Геннадий тахҫанах ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хальхи вӗсен — пӗрлехи улттӑмӗш ӗҫ. «4’33» ансамбль ертӳҫи Алексей Айхи — композитор та, скрипач та. Вӑл самай кинофильм валли кӗвӗ ҫырнӑ. Ун пеккисем унӑн 50-ран та иртнӗ. Кульметида. ру тӗслӗх вырӑнне «Страна глухих», «Орлеан», «Доктор Тырса» ятлисене, «Каменская 2» сериала илсе кӑтартнӑ. Алексей Айги «Золотой орел» тата «Ника» премисене темиҫе хутчен те ҫӗннӗ. «Оскар» илме тӑратнӑ ӗҫ Торонтори Cinema Eye Honors Awards конкурсра ҫӗнтернӗ. Фри-джаз тата камерлӑ музыка хутӑшне (автор шӑпах ҫак жанрсене кӑмӑллать иккен) «Мосфильмра» ҫыртарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсне йӗркелекенсем кашни хутшӑнакана пысӑк тав сӑмахӗ калать. Ӑмӑрту йӗркипе килӗшӳллӗн йышӑнмалли чи кайри тапхӑр — вырсарникун, нарӑсӑн 5-мӗшӗн, 23 сехет (Мускавпа). Каярах ярса панисем (ҫырӑва янӑ вӑхӑта шута илетпӗр) конкурса хутшӑнмаҫҫӗ, анчах каярах эпир вӗсене «Шкул ТВ» канала лартатпӑрах. Паянтан пуҫласа нарӑсӑн 22-мӗшӗччен конкурсӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ иртмелле. Анчах та пурин видеоне те вырнаҫтарса ҫитерейменнине пула пӗтӗмлетӳ кунне каярах куҫарма пултаратпӑр. Пур видеона та кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пире пӗр эрне те пулин пӗтӗмлетме кирлӗ пулӗ. Енчен те сирӗн видеона халь те вырнаҫтарман пулсан ку ытларах сирӗн кӑлтӑк — маларах ярса памалла пулнӑ. Шӑматкунпа вырсарникун йӗркелӳҫӗсен ещӗкӗсене 300 ытла ҫыру килчӗ — кашнинче пӗр видео та пулин пур, кашнине уҫласа илмелле, пӑхмалла, кирлӗ пулсан йӗркене кӗртмелле, кайран вара видеохостинг ҫине тиемелле. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра civhim2@narod.ru ещӗкре пӑхса тухман 120 ытла ҫыру выртнӑ, videosava@chuvash.org ещӗкре — 200 ытла. Уйрӑмах иккӗ-виҫҫӗ ярса паракансене пула ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ самай чакать. Эсир хӑвӑр ӗҫе хӑвӑртрах курасшӑннине эпир ӑнланатпӑр, анчах пирӗн хута та кӗрессе шанатпӑр — пирӗн икӗ алӑ ҫеҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |