Культура
![]() «Асамат & Шевле» ача-пӑча журналӗн учредителӗ тата кӑларса тӑраканӗ Владислав Николаев реклама агентне шыранине пӗлтерет. Хастар та ӳркенмен ҫак маттур «Фейсбукра» хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе кӳлӗнекене пысӑк процент тивӗҫӗ. Ача-пӑча валли кӑларса тӑракан журнал тиражӗ 6 пин иккенне палӑртнӑ. Вӑл Чӑваш Енри ача-пӑча патне ӑсанать. «Тен, такам хушма тупӑш ӗҫлесе илесшӗн», — тесе ҫырнӑ Владислав Николаев хӑйӗн страницинче. Владислав Николаев хӑй вӑхӑтӗнче «Хыпар» хаҫатра ӗҫлерӗ, унти ача-пӑча кӑларӑмӗнче тӑрӑшрӗ. Редакцирен кайнӑ хыҫҫӑн уйрӑм пичет кӑларӑмӗ калӑплассипе ҫине тӑма пуҫларӗ. Паян вӑл «Асамат & Шевле» ача-пӑча журналне халӑх патне ҫитерет. Кирек мӗнле пичет кӑларӑмӗ евӗрех вӑл та реклама шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫемье командисен хушшинче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Унта пуҫтарӑннисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫирӗп ҫемье — ҫӗршыв тӗрекӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ. Эстафетӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсемпе вӗсен ҫемйисем хутшӑннӑ. Республикӑри районсемпе хуласенчен пухӑннӑ 30-а яхӑн команда тӗрлӗ дистанцире мала тухассишӗн тупӑшнӑ. Вӑрмар районӗн чысне, сӑмахран, Архиповсем хӳтӗленӗ, Шупашкар районӗнчи Никитинсем те ҫӗнтерес тӗллевпе старта тухнӑ. «Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ» ята Шупашкар районӗнчи 9 ҫулти Дима Юрьев тивӗҫнӗ, аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче Комсомольски тӑрӑхӗнчи Анатолий Давыдова чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ӗлӗк ҫичӗ юта тухса кайса ҫерем ватса тыр-пул акса ӳстернӗ. Халӗ хамӑр тӑрӑхрах ҫӗр ҫителӗклӗ. Ӗҫлеме ӳркенмелле мар ҫеҫ. Пӗлтӗр, ав, 97,2 пин гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртменнине тупса палӑртнӑ. Ҫав шутран 27,3 пинне ҫеҫ тивӗҫлипе усӑ курнӑ. Ытти ҫинче акса-лартма мӗн кансӗрлет? Ку ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. «Ҫӗр – халӑх пуянлӑхӗ, вӑл ӗҫлеме тивӗҫ. Пушӑ выртакан лаптӑка пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме паян нимӗн те кансӗрлемест», — ҫирӗппӗнех асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев Элтепер. Усӑ курман ҫӗре вӗсен хуҫисенчен туртса илме саккун ирӗк парать. Ун пек тӗслӗхсем Элӗк, Муркаш районӗсенче пулнӑ. Ҫӗре ӗҫлес кӑмӑллисене памалла. Ҫак шухӑша палӑртнӑ Михаил Васильевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Курав саманчӗ Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче регионсем хушшинче иртекен «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртрӗ. Трак енсем хӑйсен арчи-ҫӳпҫинчи капӑр ҫипуҫа халӑха кӑтартма пултарчӗҫ. Чӑваш тумӗ вара чӑннипех те капӑр. Ҫав ҫипуҫра халӑхӑн кун-ҫулӗ, философийӗ, этикипе эстетики палӑрса тӑрать. Кашни капӑрлӑхӗ, кашни тӗрри-эрешӗ чунра лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑх ҫуратать. Кашни япали чӑваш ҫыннин пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне, чун-чӗре пуянлӑхне, сапӑрлӑхне кӑтартать. «Чӑваш тумӗн ытамӗнче» конкурс-курава районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Антонина Никонорова) уҫрӗ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗ, авалхи чӑваш тумӗпе, капӑрлӑхӗпе илемлетрӗ. Куравра ытларах авалхи тата хальхи маҫтӑрсем тӗрлесе илемлетнӗ хӗрарӑм тата арҫын кӗписем, сурпансем, масмаксем, тутӑрсем, саппунсем, хушпу-тухья, капӑрлӑхсем пулчӗҫ. Курава тӑратнӑ япаласене жюри (председателӗ — ЧНК ӗҫченӗ Нина Андреева, членӗсем — район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн ертӳҫи тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова) пахаласа хак пачӗ, регионсем хушшинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнма ҫичӗ ҫынна палӑртрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Республикӑра
Ку сӑмахсем тӳрӗ пӗлтерӗшпе те, ытарлӑ пӗлтерӗшпе те тӗп-тӗрӗс. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче эпир чӑваш сӑввин ӑстин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак куна халалласа тӗрлӗрен тӗлпулусем, поэзи уявӗсем иртеҫҫӗ. Чи кирли вара, ман шутпа, — ҫак кун Миттан хӑйӗн халӗ Патӑрьел районне кӗрекен тӑван Аслӑ Арапуҫӗнчи вил тӑприне чечексемпе пуҫ тайни. Шупашкарта сӑвӑҫ пурӑннӑ ҫурт ҫинчи асӑну хӑми те ҫак кун тӑлӑх юлмасть. Ҫак пархатарлӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшне тата тарӑнраххӑн ӑнланса илме ҫакна аса илни те ҫителӗклӗ: акӑ, чӑваш халӑхӗн чылай маттур ывӑлӗн-хӗрӗн вилтӑприйӗсем те пулин ӑҫти пач паллӑ мар — кайса чечек хурас тесен те хума ҫук. Ҫак чуна ыраттаракан черетлевре – чӑваш наци юхӑмӗн маттур ҫулпуҫӗ Алюн Кевӗрли, чӑваш литературин пуҫламӑшӗнче тӑнӑ Турхан Яккӑвӗ, Турхан Хӗветӗрӗ, Тайӑр Тимкки, хастар пӑлхавӑрҫӑ Тимахви Николаев-Хури, ҫӗр ҫул каяллахи чи хивре вӑхӑтра «Хыпар» хаҫатӑн редакторӗ пулнӑ Акахви Гаврилова, паллӑ ҫыравҫӑсем — Мӗтри Юман, Нестӗр Янкас, Митта Петӗрӗ тата пиншер те пиншер ят… Шучӗ те ҫук! Шел, тӑван ҫӗр ҫинех пытарнисене те чылай чух чысласа ҫитерейместпӗр ахӑр. |
Политика
![]() Шупашкара Иранри генконсульствӑн Хусанти элчисем килнӗ. Делегацие ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алибеман Эгбали Зарч ертсе пынӑ. Делегаци ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. «Сирӗн республикӑн тӗп хули — Шупашкар, Иранра та унашкал хула пур. Вӑл Чабоксар ятлӑ», — тенӗ Алибеман Эгбали Зарч. Хула Каспи тинӗсӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Эппин, унта Атӑл тӑрӑх ҫитме пулать. Палӑртмалла: унта кайма виза кирлӗ мар. Ку туризма, ытти тытӑма аталантармалли сӑлтав мар-и вара? Михаил Игнатьев Чабоксар элчисене Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне йыхравланӑ. Тата тӗп хуламӑр 2019 ҫулта 550 ҫул тултарнӑ уява килме сӗннӗ. Михаил Игнатьев ун чухне ҫавра сӗтелсем ирттерме, предприятисене ҫитсе курма, ҫыхӑнусем йӗркелеме майсем пуррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти нумай ачаллӑ 108 ҫемьене ҫӗр памалла. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Саккунпа килӗшӳллӗн, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Анчах ӑна суйлама ирӗк ҫук. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта 108 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗ илмешкӗн заявлени ҫырнӑ. Вӗсенчен 82-шӗ унта ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн. 21 ҫемье харпӑр хуҫалӑх йӗркелесшӗн. Ытти ҫемье ҫав ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче дача ҫӗклесшӗн. Ҫӗр лаптӑкӗ илес тесен ҫемьесен нумай функциллӗ центра каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават хушшинче Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫул хӗллехи вӑхӑтра уҫӑлать. Кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн вӗҫнелле ӗҫлеттерме тытӑннӑччӗ. Аса илтерер, ҫулпа 3 тонна тайман урапасем усӑ курма пултараҫҫӗ. Сехетре 10 ҫухрӑмран ытларах хӑвӑртлӑхпа кайма юрамасть. Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи ҫулсенче ку пӑр ҫийӗнчи ҫула хӗл ларсан маларах уҫнӑ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран май килмен. Халӗ вара ҫӗнӗ хыпар. Ӗнер пӑр ҫула хупнӑ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳреме пассажирсене те, ҫынсене те чарнӑ. Халӗ вӑл тӑрӑхрисен тавран ӳреме тивӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче тӳррӗн каҫмалли вӑхӑтлӑх кӗпер вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ахальтен каламан. Чӑваш Енри паллӑ журналистсенчен пӗри Зоя Яковлева инкеке лекнӗ. Унӑн хваттерӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вутра кӗлленнӗ. Инкеке лекнин тус-юлташӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче Зоя Аркадьевнӑна пулӑшма ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ тус, ӗҫтеш тесе хаклаҫҫӗ. Зоя Яковлева халӑх сечӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, пушар хыҫҫӑнхи хваттере тирпейлеме Мальвина Петрова, Таня Раевская, Нина Андреева, Зинаида Петрова, Ираида Михайлова, Елена Краснова тата ыттисем пулӑшнӑ. Вӗсене вӑл чунтан тав тунине пӗлтернӗ. Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр юлташ тесе ахальтен каламан иккен. Анчах сумӗ те инкеке лекнӗ ҫынна кирлӗ. Укҫа куҫарма Перекет банкӗнче уҫнӑ ҫак карттӑ номерне кӑтартнӑ: 427.675.001.751.8886. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫал 42 пин ҫынна ӗҫе вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ун валли ваканси пуррине республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет. Ӗнерхи кун тӗлне республикӑри предприяти-организацисем 15 пин ытла ваканси пуррине пӗлтернӗ. Вӗсем рабочисене те, служащисене те йышӑнма хатӗр. Вӗсен шалӑвӗ уйӑхне вӑтамран 17,7 пине ларнине ӗнентереҫҫӗ. Уйрӑмах час-час тӗл пулакан профессисен шутӗнче 500 ытла специальноҫа асӑннӑ. Рабочисенчен чылай ҫӗрте водительсем кирлӗ. Вӗсен ӗҫ укҫи уйӑхсерен 20 пине ларать. Ҫӗвӗҫсене те шыракан нумай. Вӗсене вӑтамран 158 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Каменщиксемпе сварщиксем 30-шар пин илеҫҫӗ. Ӗҫ рынокӗнче служащисем те кирлине маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ. Чӑн та, вӗсем валли вырӑн самай. Врачсен шалӑвӗ 30 пинтен пуҫланать, менеджерсен — 20 пин, инженерсен — 20 пин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |