Хулара
![]() Саккунпа килӗшӳллӗн, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур маршруткӑра карточкӑпа тӳлемелли терминал лартмалла. Анчах Шупашкарти икӗ маршрутпа ҫӳрекен микроавтобуссем ҫакна пурнӑҫламан. Вӗсем — 49-мӗш тата 51-мӗш маршруткӑсем. Ҫакна пула Шупашкар хула администрацийӗ вӗсемпе килӗшӗве пӑрахӑҫласшӑн. Ара, вӗсем саккун йӗркине пӑсаҫҫӗ-ҫке-ха. Карточкӑпа (ЕТКпа) усӑ курса билет туянакансен йышӗ вара юлашки вӑхӑтра ӳснӗ. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, унпа халӗ 80 процент ытларах усӑ кураҫҫӗ. Ку кӑтарту билета карточкӑпа усӑ курса туянни анлӑ сарӑлса пынине ҫирӗплетет. Эппин, кашни маршруткӑрах терминал пулни халӑхшӑн питӗ меллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Официаллӑ статистикӑна ӗненес тӗк, Чӑваш Енри вӗрентекенсемпе воспитательсем ӗҫ укҫи самай илеҫҫӗ. Анчах чӑннипе вара вӗсен шалӑвӗ Раҫҫейре чи пӗчӗккисенчен пӗри-мӗн. Халӑх фрончӗн эксперчӗсем ҫапла пӗтӗмлетнӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӗтентекенсем вӑтамран 20,8 пин тенкӗ шалу илнӗ. Халӑх фрончӗн эксперчӗсем ирттернӗ ыйтӑм вара урӑхла ҫирӗплетет: паян вӗсем вӑтамран 15,6 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Раҫҫейри вӗрентекенсем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине тишкернӗ танлаштарӑмра ку кӑтарту пиллӗкмӗш йӗркене йышӑнать. Ингушетире, Дагестанра, Мари Элте тата пӗчӗкрех шалу тӳлеҫҫӗ-мӗн. Чӑваш Енри воспитательсен те ҫакнашкалах лару-тӑру. Росстат вӗсем уйӑхне 17,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ тесе хыпарлать. ОТР информаци службин эксперчӗсем вара урӑхла пӗтӗмлетнӗ: ку специалистсем вӑтамран 9,2 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен 10 пинкӗрен сахалрах шалу илекен воспитательсен йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Хучел ялӗнче ҫитес виҫӗ ҫулта 120-е яхӑн пӳрт туса лартмалла. Пурте пӗр урамрах пулӗҫ-и — хальлӗхе пӗлместпӗр. Анчах ҫав ҫуртсене тума палӑртнӑ территорие аталантарма, хӑтлӑх кӗртме республика хыснинчен 12 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрасси паллӑ. Кӗмӗл федераци тата республика бюджечӗсенчен тивӗҫӗ. Асӑннӑ территорие укҫа уйӑрассине ятарлӑ конкурсра палӑртнӑ. Субсиди парассине ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер укҫапа епле усӑ курнине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма чӗнсе каланӑ. 2017–2020 ҫулсенче ҫавӑн пекех Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчерӗн хӗвелтухӑҫ пайне, Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗн кӑнтӑр пайне хӑтлӑх кӗртме укҫа уйӑрмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Элӗк районӗнчи хӗрарӑмсем паян Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне кӗрекере уявлас вырӑнне райцентрти «Хӗлхем» ача-пӑчапа спорт шкулне тата Элӗкри И.Я. Яколвев ячӗллӗ вӑтам шкула ирех пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем футзалла вылянӑ. Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва хӗрарӑмсен футзалне сарас, физкультурӑна, спорта тата сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командисем ял тӑрӑхӗсенчен, тӗрлӗ учрежденипе организацирен пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑрту вунӑ сехетре пуҫланнӑ. Хӑш команда кампа выляссине шӑпа туртса палӑртнӑ. Турнирта мала тухнӑ маттур хӗрарӑмсене (тӗрӗсрех каласан, ушкӑнсене) дипломсемпе, медальсемпе тата хаклӑ парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Робота Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен республикӑри управлени пуҫлӑхӗпе Александр Роботӑпа тӗл пулсан УФСИНӑн производство потенциалне ӳстересси пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев Сочире нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫейри инвестици форумӗнче «БТК ГРУПП» тата Чӑваш Республикин Правительстви килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснине пӗлтернӗ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсен Чӑваш Енри управленийӗн производство калӑпӑшне тата тавар ассортиментне ҫав килӗшӳ ӳстерме пулӑшмалла. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Робота тавара республикӑри учрежденисене вырнаҫтарма пулӑшнӑшӑн Михаил Игнатьева тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Арапуҫра текех карантин мар Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра овчарка йытӑ хуҫисене тапӑннине, хаярланса кайнӑскер лӑпланманнине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, хуҫисем ветеринари станцийӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗччӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ кил умӗнче темиҫе кун маларах тилӗ йӗрне асӑрханине каласа кӑтартнӑ. Специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн йытӑн урнӑ чирне тупнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнче Арапуҫра карантин тесе йышӑннӑ. Ветеринари ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн карантин тесе йышӑннӑранпа икӗ уйӑх иртнӗ. Ҫавна май ку мерӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Ятарлӑ хута паян Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна Михаил Игнатьев Элтепер паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Кизилов Ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ хушупа ку должноҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачӗ пулнӑ Алексей Кизилова шаннӑ. Алексей Владимирович 1974 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Крым облаҫӗнчи Киров районӗнчи Владиславовка ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Мускавра ансетизиологи тата реаниматологи енӗпе аспирантурӑра вӗреннӗ. 2013 ҫултанпа — медицина наукисен кандидачӗ. Шупашкарта пурӑнать. Аслӑ категориллӗ врач. Ӑна пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне 12-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Унта вӑл — хысна тата вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссисен пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна тахҫанах тума пуҫланӑ. Маларах уншӑн Чӑвашавтодор яваплӑ пулнӑ. Шоссене юсаса ҫӗнетнӗ чух унӑн пассажирсене каҫса ҫӳремелли те хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Каярах Храмов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑна шаннӑ. Ҫул урлӑ каҫса ҫӳремеллине тӑвакан подрядчика палӑртакан конкурсра вӑл ҫӗнтернӗ. Контрактпа пӑхнӑ тӑрӑх, Храмов усламҫӑн 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ иртнӗ уйӑхра кӑтартнӑ репортажра подрядчик проекта хурласа калаҫнӑ. Вӑл начаррине пула унӑн хӑйӗн шучӗпе ӑна йӗркелеме тивнӗ-мӗн. Ӗҫе халӗ те вӗҫлейменнине кура ҫынсем ҫул урлӑ малтанхиллех шоссе ҫийӗн каҫса ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Сталининградри тиреке лартӗҫ. Ҫав йывӑҫ тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑр саманана тӳссе иртнӗ. Унтанпа ҫичӗ теҫетке иртсен те типсе хӑрман йывӑҫӑн темиҫе авӑрне илсе ятарлӑ хутӑшра ӳстерме йышӑннӑ. Хунав паллӑ тирекӗн пахалӑхне упраса хӑварма пултарнӑ. Волгоградри ботаника пахчинче ӗҫлекен ученӑйсем хунава икӗ метра яхӑн ӳстернӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернӗ йывӑҫа «Ҫӗнтерӳ тирекӗ» акци ирттерсе лартма пӑрахнӑ. Ку акцие ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттермелле. Унта Мурманск, Чулхула, Пенза, Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Волгоград, Омск, Кемӗр облаҫӗсем, Карели, Чӑваш, Мӑкшӑ, Кабардин-Балкар, Карачай-Черкесск, Ингушети, Чечен, Тыва республикисем, Ямал-Ненецк автономи округӗсем хутшӑнмалла. Тиреке Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Пикшихри культура ҫуртӗнче «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурс иртнӗ. Районти пур ялтан тенӗ пекех чӑваш ҫи-пуҫне илсе пынӑ: хӗрарӑмсемпе арҫынсен авалхи пир кӗписене, сурпансене, хуҫалӑхра усӑ курнӑ савӑт-сапана... Ӗлӗкхи тата хальхи вӑхӑтра ӑсталанӑ хушпупа тухьян уйрӑмлӑхне тимлӗ куракансем тӳрех асӑрханӑ. Жюрире Чãваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чãваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ, халӑх ӑстисен ассоциацийӗн ертӳҫи Зинаида Воронова тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн кафедра ертӳҫи Раиса Васильева пулнӑ. Уява Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗнчи «Шӗкӗр», Кошнаруй культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем», Татмӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Татмӑш ен», Хирти Катекри «Шевле» ушкӑнсем илем кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |