Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.2 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӗрлӗх

Сывлӑх
Кураври самант
Кураври самант

Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗнче Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн грант проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан "Тимлӗхпе сывататпӑр" куравӗ уҫӑлнӑ. Тӳрех палӑртар: ку ахаль выставка мар, арт-терапилли.

Выставкӑра Клавдия Виноградовӑн хӑйне евӗр картинисем вырӑн тупнӑ. Автор хӑй те ӑна уҫма хутшӑннӑ, хӑйӗн чун киленӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Клавдия Виноградова мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех «Электроприбор» савӑтра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Пенсие кайсан вӑл флористсен курсӗнче вӗреннӗ, батикпе кӑсӑкланса кайнӑ. Хӑйӗн картинисене чунне парать, вӗсене ҫамӑллӑн ӳкерет. Усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ пациентсене унӑн картинисем илем тӗнчине илӗртеҫҫӗ, чире парӑнтарма шанӑҫ кӳреҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.

Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, арт-терапи паянхи кун реаблитацири чи лайӑх меслетсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Онкологире вара вӑл — сыватакан пултарулӑх, вӑл этем чунне илемлӗ ӳнер урлӑ витӗм кӳрет.

 

Пӗлтерӳ

Шкулсенче пултарулӑх лаҫҫисем сахал мар ӗҫлеҫҫӗ — тӗрлӗ япаласем хатӗрлеҫҫӗ: салфеткӑсем, пуканесем тата ытти. Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем ӑсталанӑ япаласене туянма шутлать. Вӗсене эпир каярах хамӑр ирттерекен конкурссенчи ҫӗнтерӳҫӗсене парнелесшӗн. Пире чӑваш эрешӗллӗ япаласем кӑсӑклантараҫҫӗ.

Пире сутас тесен чи малтанах пултарулӑх ертӳҫин (е урӑх вӗрентекенӗн) ачан ӗҫне фотоаппаратпа ӳкерсе илмелле те сӑна amartu@chuvash.org адреспа ярса памалла. Шкул ачин ӗҫӗ пире валли юрӑхлӑ пулнине хурав илсен ӑна почта урлӑ наложенный тӳлевпе ярса памалла. Шупашкара килнӗ май пире кӗртсе парсан та туянма пултаратпӑр. Пӗр ӗҫшӗн 150–300 тенкӗ тӳлеме хатӗр.

Ачасем ӑсталанӑ япаласене ҫӗнтерӳҫӗсене парне евӗр панине шута илсе эпир кашнин япалан кӗске «паспортне» хатӗрлӗпӗр: кам ӑсталанӑ, ӑҫти шкултан, кам ертсе пынипе.

Ҫитес вӑхӑтра ҫак пӗлтерӗве шкулсене ҫитерме тӑрӑшӑпӑр.

 

Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ
Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Chuvash.Org пӗрлӗхе йӗркеленӗренпе 5 ҫул ҫитрӗ. Шӑп та лӑп ҫак кун 2005 ҫулта пӗрлӗхӗн пӗр пайӗ, Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ.

Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). Унсӑр пуҫне сайт урлӑ ҫырусем ҫӳретме те май пур. Сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ: чӑвашла (чи пысӑк уйрӑм), вырӑсла, акӑлчанла, эсперантолла. Нумай пулмасть сайтӑн пуҫӗ ҫӗнелчӗ.

Ҫак 5 ҫул хушшинче сахал мар ӗҫлерӗмӗр: тӗнче тетелӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗ 10 пин ытла статьяпа тулчӗ, электронлӑ вулавӑш йӗркеленчӗ (унта 3 пин ҫурӑ ытла хайлав вырнаҫрӗ), сӑнсен галерейинче 15 пине яхӑн фото пухӑнчӗ, электронлӑ сӑмахсарсем вырнаҫрӗҫ, темиҫе программӑна чӑвашла куҫартӑмар, чӑвашла компьютер терминологине йӗркелес тӗлӗшпе самай тӑрӑшрӑмӑр.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 12

1905
121
Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1993
33
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ.
1996
30
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть