Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ.

Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн.

Пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна вырӑнти прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пӑхса тухма суда ярса панӑ.

 

Персона

Инвалидсен пӗтӗм Раҫҫейри обществин республикӑри уйрӑмне ертсе пыракан Маргарита Кузьминых «Раҫҫей Федерацийӗн социаллӑ пулӑшӑвӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

Маргарита Павловнӑна ҫывӑх пӗлекенсем вӑл хӑйӗнпе мухтанма юратманнине, анчах хӑй хӳтте илнӗ сусӑрсем пултарулӑхӗ пирки татти-сыпписӗр каласа кӑтартма хатӗррине палӑртаҫҫӗ. Уҫӑ чунлӑ, ҫынсемшӗн чунне ыраттаракан ҫак хӗрарӑм пур енлӗ хастар. Вӑл сусӑрсене тӗрлӗ-предприяти-организацие ирӗклӗн кӗрсе тухма майсем туса парассипе те сахал мар тӑрӑшать.

Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна «Чӑваш Республикин социаллӑ пулӑшӑвӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята та тивӗҫлипе пани пирки иккӗленме кирлӗ мар.

Ҫынсене пулӑшма Маргарита Кузьминых хӑй икӗ ҫул вырӑнпах выртнӑ хыҫҫӑн йышӑннӑ иккен.

 

Республикӑра

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ячӗпе ҫырнӑ уҫӑ ҫырӑва канашсем петицисен порталӗнчен пӗринче пичетленӗ. Унта кӑтартнӑ дата — кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ.

«Хисеплӗ Владимир Владимирович! Эпир, Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче пурӑнакансем, пирӗн ыйтӑва тимлӗх уйӑрма ыйтатпӑр», — пуҫланӑ петицие.

Унта шыв пӑрӑхӗ шӑтнипе утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шыв парассине чакарнине пула утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче типӗ ларнине, кайран хӑш-пӗр кун шыва графикпа пама тытӑннине ҫырса кӑтартнӑ.

Хулари «Водоканал» предприяти электроэнергипе тивӗҫтерекенсем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула йывӑрлӑх сиксе тухнӑ иккен.

Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнине эпир те ҫырнӑччӗ. Ҫутӑ парассине чакарнӑ хыҫҫӑн насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен. Канашри шыв ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑччӗ, ун хыҫҫӑн ыйту татӑлнӑччӗ.

 

Статистика

Кӑҫал 25 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ ҫеҫ урӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.

Кӑҫал 14 пляж, шыва кӗмелли тата канмалли ятарлӑ 14 вырӑн ӗҫленӗ. Шыва кӗмелли тапхӑрта 34 пӑтӑрмах пулнӑ. Вӗсенче 25 ҫын путса вилнӗ. 17 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

Палӑртмалла: инкексенчен ытларахӑшӗ ҫурла уйӑхӗнче пулнӑ. Пӗтӗмпе – 13 тӗслӗх. Шыва кӗмелли тапхӑрта 1 ача путнӑ. Пӗтӗмпе ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара 3 ачан пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Пур тӗслӗхре те ачасем шыв хӗрринче аслисемсӗр пулнӑ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Ен Крым тӑрӑхӗнчи ҫар чаҫӗсенчен пӗрне легендарлӑ ентешӗмӗр, дивизин командирӗн Василий Чапаев ятне парасшӑн.

Аса илтерер, ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тата Крым республикин парламенчӗсен депутачӗсем тӗл пулнӑ. Ӗнерех Крым Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ӑна, сӑмах май, тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленӗ.

Икӗ регионӑн парламенчӗсен тӗл пулӑвӗнче Валерий Филимонов спикер Крымри ҫар чаҫӗсенчен пӗрне Василий Чапаев ятне парас ыйтупа РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу патне тухас ыйтӑва тишкерме сӗнсе каланӑ.

Кӑҫал Чапаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитет. 1941–1942-мӗш ҫулсенче 25-мӗш Чапаев дивизийӗ Севастополе тӑшмансенчен хӳтӗленӗ.

 

Спорт

Чӑваш Енри ҫӑмӑл атлетҫӑ Светлана Васильева допинг ӗҫнӗ тесе палӑртнӑ. Кун пирки www.kommersant.ru портал пӗлтерет.

Светлана Васильева Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗн антидопинг йӗркине пӑснӑ тесе палӑртнӑ. Ҫапла майпа ӑна 4 ҫуллӑха дисквалификациленӗ, 2011 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗчченхи тата 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗчченхи кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланӑ.

Ҫав тапхӑрта вара Светлана Васильева Раҫҫей чемпионатӗнче – пӑхӑр, Европа Кубокӗнче пӑхӑр тата ылтӑн ҫӗнсе илнӗ. Эппин, вӗсем халӗ унӑн шутланмаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44167
 

Вӗренӳ

Шупашкарти темиҫе шкулта ашшӗ-амӑшӗ вӗрентекене чечек ҫыххи парнелеме хирӗҫленӗ. Кун вырӑнне вӗсем йывӑр чирлӗ ачасене укҫа парса пулӑшӗҫ.

Кӑҫал хӑш-пӗр шкулта йӑларан пӑрӑнас тенӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хаклӑ чечек ҫыххи туянас вырӑнне вӗсем укҫа-тенке чирлӗ шӑпӑрлансене парӗҫ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 1-мӗш гимназире 7-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем педагога пӗр чечек ҫыххи парнелӗҫ. Перекетленӗ ытти укҫана хосписӑн паллиативлӑ уйрӑмне ярӗҫ.

Вӗрентекенсем те ку акцие ырланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пухнӑ укҫапа реабилитаци пӳлӗмӗ валли хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44177
 

Культура

Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.

Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ.

Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ.

Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16861
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра унти судпа медицина экспертизин бюровӗн уйрӑмӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Уйрӑм заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма тата унта санитаркӑра тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе явап тыттарӗҫ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, судпа медицина экспертизин бюровӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи уйрӑмӗнче вилене моргран панишӗн укҫа ыйтнӑ. Ку йӗркене заведующи шухӑшласа кӑларнӑ. Юнашарах вырнаҫнӑ ритуаллӑ пулӑшу лавккинче санитарка укҫа илсе ларнӑ. Ӑна улталама пулӑшнӑшӑн явап тыттарӗҫ.

Виле илсе тухассишӗн укҫа ыйтнипе 19 ҫын 82 пин ытла тенкӗ тӳленӗ.

Ӗнерхи ӗҫченсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район судне пӑхса тухма ярса панӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарти троллейбус управленийӗн ертӳлӗхӗ, ҫав йышра – Александр Каныгин та пур, Беларуҫе официаллӑ визитпа кайнӑ. Делегаци йышне Владимир Аврелькин, Сергей Артамонов, Владимир Иванов министрсем те кӗнӗ. Вӗсем Беларуҫре ҫӗнӗ транспорт илес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.

Троллейбус управленийӗн ертӳлӗхӗ Беларуҫри тӳре-шарапа тӗл пулма, Шупашкарта троллейбус туянас енӗпе тендер ирттерни пирки пӗлтерме палӑртнӑ.

Аса илтерер: ҫитес 10 ҫулта 25 ҫӗнӗ троллейбус туянма палӑртнӑ, ҫапла майпа парка тӗпрен ҫӗнетесшӗн. Кунсӑр пуҫне электробус туянас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Унашкал транспорта Шупашкарта тӗрӗслени пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2446, 2447, 2448, 2449, 2450, 2451, 2452, 2453, 2454, 2455, [2456], 2457, 2458, 2459, 2460, 2461, 2462, 2463, 2464, 2465, 2466, ... 4041
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 27

1911
114
Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1913
112
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1943
82
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2002
23
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...