Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем валли Элтепер укҫа уйӑрнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.07.2018 18:31 | 1902 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Пирӗн республикӑри чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене 100-шер пин тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах, тӳрех уҫӑмлатар, кашни педагога мар. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине ӑша хывтаракан ачасем ҫав предметсемпе тӗрлӗ шайри олимпиадӑра мала тухнине е ҫӗнтернине шута илнӗ. Тата тепӗр самант та пур: чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене кӑна мар, тутар тата мордва чӗлхисен олимпиадисенче палӑрнӑ ачасемшӗн те вӗсен вӗрентекенӗсене хавхалантарма йышӑннӑ.

Тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен кӑмӑлне укҫан ҫӗклес йӑлана пирӗн республикӑра пӗлтӗр пуҫласа йышӑннӑччӗ. 2018 ҫулта 16 вӗренекен палӑрнӑ. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ ҫӗнтернӗ, 9-шӗ малти вырӑнсене тухнӑ. Ҫавӑншӑн 18 педагога 100-шер пин тенкӗ преми лекӗ. Пӗлтӗр вӑл нухрата 19 педагог тивӗҫнӗ.

#Вӗренӳ министерстви, #вӗренӳ, #вӗрентекенсем, #чыслав, #укҫа-тенкӗ, #Элтепер, #чӑваш чӗлхи, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем