Чӑваш Енри ачасем тӳлевсӗр канма пултараҫҫӗ. Ун пек путевкӑсем пурне те тивӗҫмеҫҫӗ-ха, ҫапах та май пуррисем те вӗсене хальлӗхе илсе пӗтермен.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура республикӑн вӗренӳ министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов ачасене ҫуллахи вӑхатра кантарма путевка парас кампани епле пынипе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тарӑх, кӑҫал ҫулла 102 пин ытла ачана тӗрлӗ майпа канма тата сывлӑха ҫирӗплетме майсем туса парасшӑн. Тӳлевсӗр тата хакӑн 5 процентне тӳлемелли путевкӑсем Чӑваш Енре тӑрса юлнӑ.
Путёвка паракан кампани кӑҫал пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Тӳлевсӗррисене пилӗк е ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене, сусӑр ачасене, тӑлӑхсене, кунсӑр пуҫне тата харсӑрланса ҫӳрекен ачасене параҫҫӗ.