Паянтанпа Чӑваш Енре пушара хирӗҫле тапхӑр тесе йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров пӗлтернӗ тарӑх, вӑрмансене пушартан сыхлас тӗлӗшпе мероприятисен планне хатӗрленӗ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вара Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим йышӑнӗҫ. Ун пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ятарлӑ хута алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Вӑрманта кӑвайт чӗртекен тата ҫавӑн пек пуҫтахланакансене 5 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, предприяти-организацисене саккун 500 пинтен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таранлӑх явап тытарма ирӗк парать, должноҫри ҫынсене
— 50 пин тенкӗ таран.