Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Эстонири Радио 4 каналпа паллӑ ентешӗмӗрпе, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралнӑ китай чӗлхин тӗпчевҫипе Иакинф Бичуринпа паллаштарӗҫ.

Никита Бичурин ӑсчах ҫуралнӑранпа кӑҫал 240 ҫул ҫитрӗ. Ӑна халалланӑ кӑларӑм ыран, 17 сехет те 35 минутра радиоэфира тухӗ. Ӑна итлес тесен r4.err.ee/l/araskal каҫӑпа иртмелле.

Кӑларӑма Ираида Захарова чӑваш тӑван чӗлхепе ертсе пырать. Тӑван ҫӗртен ҫичӗ ютра пурӑнсан та чӗлхене тата йӑх-тымара юратакан хӗрарӑм кунти культурӑпа паллаштарма тӑрӑшать.

Радио 4 Эстонин наци телерадиовещанийӗн корпорацине кӗрет. Вырӑс чӗлхиллӗ медиаканалсем хушшинче чи анлӑ сарӑлни-мӗн. Радиокӑларӑмсене Эстонире ҫеҫ мар, Финляндире, Раҫҫейре, Латвинче тата Швецинче итлеме пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/220.html
 

Тӗнчере

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тӗлӗнсе каймалла суд ларӑвӗ тинех вӗҫленнӗ. Чӗрчунсене юратакансем Наруто павиана хӳтӗлесе тавӑҫ ҫырса судлашса пӗтнӗ. Павиан Британи фотографӗн фотоаппаратне Индонези заповедникӗнче туртса илсе хӑйне хӑй ӳкерме пуҫланӑ.

Сӑн ӳкерчӗксене ҫынсем кӑмӑлланине кура Наруто паллӑ павиан пулса тӑнӑ. Тупӑшӗ Британи фотографне кайса тӑнӑ. Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем ҫакна автор правине пӑсни тесе хакланӑ.

Ултӑ ҫула пынӑ суд хыҫҫӑн ӳкерчӗксен авторӗ этем тесе йышӑннӑ, анчах тупӑшӑн 25 процентне вӑл ыр кӑмӑллӑх валли уйӑрӗ. Укҫа чи малтанах Индонезири павиансене хӳтӗлеме кайӗ.

Нарутӑн Австралинче конкурент тупӑннӑ. Унта тюлень дайвер камерине туртса илме хӑтланнипе кӑсӑклӑ сӑн ӳкерчӗксем пулса тухнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Туризм эрни иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Мероприятисен ҫирӗплетнӗ графикӗпе килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра «Чӑвашсен ӗҫми-ҫимине тутан» гастрономи турӗ пирвайхи хут иртӗ.

Мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тур вӑхӑтӗнче аякран килнӗ хӑнасемшӗн кӑна мар, хамӑр республикӑра тахҫантанпах пурӑнакансемшӗн те кӑсӑкли, курса тӗлӗнмелли, пӗлмелли чылай пулӗ. Тура пыракансем чӑваш наци апат-ҫимӗҫне, ӗҫмине астивсе пӑхма пултарӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсене авалхи тӗрӗк халӑхӗн пуян культурипе те тӗплӗн паллаштарӗҫ.

Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: гастрономи турне вырӑнти туризм енӗпе ӗҫлекен фирмӑсене те йыхравланӑ. Чӑваш шӑрттанне, шӳрпине, хуран куклине, сӑрине астивсе курас килет-и? Тура хутшӑнӑр.

 

Культура

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра «Никита Бичурин ‒ тӗнче, аталану тата халӑх туслӑхӗн элчи» регионсем хушшинчи пӗрремӗш семинар-пленэр уҫӑлнӑ. Ӑна Китай тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пленэра ирттерме музей Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне, 100 пин тенке, ҫӗнсе илнӗ.

Семинар-пленэра музей пуҫлӑхӗ Ирина Удалова тата Раҫҫейри дизайнерсен канашӗн пайташӗ, Чӑваш Енри ҫак организацин правленийӗ ертӳҫи Александр Астраханцев ертсе пыраҫҫӗ.

Унта куҫӑнсӑр майпа ытти регионти ҫынсем те хутшӑнаҫҫӗ: Ӗренпурти патшалӑх университечӗн доценчӗ Динара Туйсина, Чуллӑ ҫырти Александр Максимов, Питӗрти Ирина Солянова дизайнерсем тата Ӗренпурти патшалӑх университечӗн архитектурӑпа строительство факультечӗн дизайн кафедрин студенчӗсем.

 

Ҫул-йӗр

Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси патӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ чукун ҫул урлӑ иртекен каҫӑ ҫинче ют ҫӗршывра кӑларнӑ «Шакмен» грузовикпа рельс тӑрӑх ҫӳрекен чукун ҫул пуйӑсӗ ҫапӑннӑ. Инкекре машина водителӗ вилнӗ. на пульницӑна илсе кайнӑ-ха, анчах унта чӗри тапма чарӑннӑ. Пуйӑс машинисчӗпе пассажир аманнӑ. Пӗтӗмпе вара пуйӑсра 20-ӗн пулнӑ.

Авари сӑлтавне палӑртма тата инкеке сирме ятарлӑ тытӑм ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнчи инкеке каҫхи ултӑ сехет валли йӗркене кӗртнӗ, пуйӑссене ҫӳреме ҫула юсанӑ.

Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автомашина водителӗ светофорӑн ҫул урлӑ каҫма чаракан ҫутине шута илмен.

Аса илтерер, ыран Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ Шупашкарӑн 9-мӗш километрӗнчи чукун ҫул каҫҫи патӗнче хӑрушсӑрлӑх рейчӗ ирттересси эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Сывлӑх

Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура ҫул-йӗр ҫинчи инкексем пирки те калаҫнӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов унта каланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкексенчен самайӑшӗнче ҫынсем васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем ҫитиччен вилеҫҫӗ. Ку вӑл «03» тытӑм майӗпен ҫӳренипе е машина ҫула кая юлса тухнипе ҫыхӑнман. Аварисем йывӑртан этем пурнӑҫӗ инкек вырӑнӗнчех татӑлать.

Ҫапах та лӑплантаракан цифра та илсе панӑ министр: ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилекенсен шучӗ кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 23,3 процент чакнӑ. Тата тепӗр цифра та палӑртнӑ: 100 пин ҫын пуҫне вӑтамран 10,2-ӗн леш тӗнчене ӑсаннӑ. Сӑмах май, пӗрремӗш пулӑшу кӳме ҫул-йӗр инспекторӗсене те вӗрентеҫҫӗ иккен.

Владимир Викторов пульницӑна илсе ҫитернисенчен йывӑр суранланнӑ 230 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килнине пӗлтернӗ.

 

Кӳршӗре

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш Енрен килекен автобуса чарнӑ. Унпа ачасене «Атӑлҫи зарници» ҫарпа спорт вӑййисене илсе кайнӑ.

ҪҪХПИ ӗҫченӗсем автобуса тӗрӗсленӗ. Транспорт юсавсӑр пулнӑ-мӗн. Юрать, ҫул ҫинче пӑтӑрмах сиксе тухман. Автобус юсавсӑр пулнӑшӑн кам яваплӑ? Конкурс ирттернӗ, тупӑшӑва кайма автобус тара илнӗ. Эппин, сӑлтавӗ мӗнре? Конкурс документацине тӗрӗс мар хатӗрленӗ е усламҫӑсем явапсӑр пулнӑ?

Ку ыйту тавра ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура та калаҫнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов пӗлтернӗ тӑрӑх, юсавсӑр автобус вырӑнне урӑххине янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44474
 

Политика
Алексей Мурыгин (сулахайри)
Алексей Мурыгин (сулахайри)

Тата тепӗр терӗмӗр те тессе, анчах капла калани тӗрӗсех мар. Шупашкарти 17-мӗш округпа ӗнер иртнӗ суйлавра Владимир Викторов вырӑнне суйланӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отрасльне хулари стоматологи пульницин тӗп тухтӑрӗ пулнӑ Владимир Викторов ертсе пырать.

Ӗнер иртнӗ суйлава парламент депутачӗ пулма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур парти хӑйӗн кандидатне тӑратнӑ: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти — Леонид Волкова, Коммунистсен партийӗ — Андрей Игнатьева, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — Алексей Мурыгина, либерал-демократсем — Алексей Сапожникова. Социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн пӗр партие пӗрлешнӗ пенсионерсем чӑваш парламентне Андрей Никитина суйлаттарасшӑн пулнӑ. Ҫапах та Алексей Мурыгин пуринчен ытла сасӑ пухнӑ. Вӑл, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «Отделфинстрой» предприятире производство енӗпе ӗҫлекен директор пулса тӑрӑшать.

 

Республикӑра

Казахстанра пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 37 ҫулти арҫын Шупашкарта суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна пирӗн региона суя алкоголӗн пысӑк партине кӳрсе килнӗшӗн айӑпласшӑн.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗнче ҫак арҫын, пирӗн патра эрех Казахстанринчен хаклӑраххине пӗлсе тӑрсах, «бизнес» йӗркеленӗ: Чӑваш Ене маркаламан алкоголь илсе килнӗ.

Пӗтӗмпе пирӗн региона ҫур литрлӑ 2 пин те 800 кӗленче кӳрсе килнӗ. Кунсӑр пуҫне 430 курупка эрех пулнӑ, ӑна айӑпланакан арҫын алӑран сутнӑ.

Черетлӗ парти килсен, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче, суя услама пӳлнӗ. Йӗрке хуралҫисем хваттерӗсене, гаражӗсене ухтарнӑ. Экспертиза туртса илнӗ алкоголь ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине ҫирӗплетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44473
 

Сывлӑх

Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗнче фельшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ял ҫыннисем куншӑн савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Унта 500 яхӑн ҫын сипленме ҫӳрӗ.

Ахмане ялӗнчи кивӗ медпункт темиҫе ҫул ӗҫлемен ӗнтӗ, унта медӗҫчен пулман. Ҫӗнӗ ФАПра вара медицина колледжӗнчен кӑҫал вӗренсе тухнӑ специалист ӗҫлӗ. Унта ҫӳрекен 477 ҫынран 75-шӗ ачасем.

Кивӗ медпункт ӗҫлемен чухне вырӑнти халӑх Москакассине медицина пулӑшӑвӗ илме кайнӑ. Вӑл вара ҫывӑхра мар, 2 ҫухрӑм утмалла.

Палӑртса хӑварар: юлашки виҫӗ ҫулта Муркаш районӗнче пилӗк ФАП уҫӑлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2450, 2451, 2452, 2453, 2454, 2455, 2456, 2457, 2458, 2459, [2460], 2461, 2462, 2463, 2464, 2465, 2466, 2467, 2468, 2469, 2470, ... 4058
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.