Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫул-йӗр
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата хулинче пурӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкара тӳрӗ ҫулпа каясшӑн. Вӗсен унта ҫитес тесен Шупашкар районӗнчи Тутаркасси поселокӗ ҫумӗпе хальлӗхе иртсе каймалла. Ҫав ҫула сӗнтӗрвӑррисем монохулана аталантарма уйӑракан укҫа шучӗпе тӑвасшӑннине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников муниципалитетра социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетме иртнӗ эрнере пуҫтарӑннӑ пухура каланӑ. Икӗ хулана тӳрремӗн ҫыхӑнтарас тесен ҫичӗ километр тӑршшӗ ҫул сармалла-мӗн. Ҫывӑх автотрасса питӗ кирлине Анатолий Мясников Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансенчен 2 пин ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара кунсерен ӗҫе ҫӳренипе сӑлтавланӑ. Анчах республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырламан, мӗншӗн тесе ҫул тума хакла ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |