Ҫул-йӗр
![]() Куславккаран Волжска теплоходсем ҫӳремӗҫ «Куславкка—Волжск—Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттересси, ас тӑвасса, пӗлтӗр те йывӑррӑн пулнӑччӗ. Пӗр вӑхӑтра навигацие чарса лартнӑччӗ. Кайран маршрута ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑччӗ. Кӑҫал, ав, теплоходсем ҫӳремӗҫ тесе хыпарлаҫҫӗ. Пӗлтӗрхи йывӑрлӑх пирки Куславкка район администрацийӗн яваплӑ специалисчӗпе те калаҫни асра. Вӑл ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти юханшыв порчӗ теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма хаклӑ ыйтнӑ. Ҫавӑнпа енсен ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Хак ыйтӑвне Районти депутатсен пухӑвӗнче те пӑхса тухнӑччӗ. Кайран Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗн ӗҫлӗ калаҫӑвӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗччӗ, хак пирки килӗшсе татӑлнине кура теплоходсем ҫӳреме пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
| |||
| Юрă вăчăри (12+) | ||
| Юрă вăчăри (12+) |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |