Культура
![]() Нестер Янкас вулавӗсен баннерӗ Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗ, районти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ, Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ пуҫарнипе Нестер Янкас ентеш-поэта тата 2017 ҫулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Тухса калаҫакансем (пурӗ 27 ҫын: Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн пайташӗсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем) Нестер Янкас тата 14 юбилярӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Юбилярсем: Василий Васькин, Борис Романов, Николай Ершов, Николай Карай поэтсем, Георгий Тусли, Виктор Данилов журналистсем, Вилорик Романов, Николай Филимонов композиторсем, Дмитрий Александров таврапӗлӳҫӗ, Зоя Ананьева юрӑҫӑ, Раиса Федорова артистка, Дмитрий Иванов учӗнӑй, Александр Кириллов тухтӑр тата Александр Сымокин общество деятелӗ. Кусем пурте ятлӑ-сумлӑ, пултаруллӑ, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем. Хамӑрӑн Трак ен ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ, район историне пуянлатса пынӑ тата пыракан талантлӑ ҫынсене пирӗн тивӗҫлипе хакламалла, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсемпе мухтанмалла, вӗсен ятне ҫӗклесе пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Нарӑсӑн 27-мӗшпе пуш уйӑхӗн 4-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак хыпарсем тухрӗҫ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • Алексей Шадриков юрӑҫа тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята пани пирки хыпарларӑмӑр; • Мускаври чӑвашсен автономипе 2013 ҫулта мӗнле пӑтӑрмах пулса иртни ҫинчен каласа патӑмӑр; • Хурлӑхлӑ хыпар та пулчӗ — Мускавра иккен ҫав тӑрӑха ӗҫ шыраса кайнӑ тепӗр чӑвашӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ; • Студенткӑна заняти вӑхӑтӗнчех мӗн сӑлтава пула полици тытса кайни пирки пӗлме пултартӑр; • Суту-илӳ министрӗн хӑш ҫумне ӗҫрен кӑларса янине пӗлтертӗмӗр; • Георгий Егоров Шупашкар районне хӑш вӑхӑтран ертсе пыма пӑрахнине каласа патӑмӑр; • Тутарти усламҫӑсем пирӗн тӑрӑхри чӑх-чӗп хапрӑкне мӗн сӑлтава пула тиркени пирки хыпарларӑмӑр; • Тутлӑ апат пӗҫерекенсем валли мӗнле ҫӗнӗ кӗнеке тухни ҫинчен систертӗмӗр; • Ҫамрӑксен театрӗнче тата кам тава тивӗҫлӗ артист ята тивӗҫни пирки пӗлтертӗмӗр; • Тӳре-шаран ӗҫ укҫин виҫи пирки те хыпарларӑмӑр (ӳсни е чакни пирки — хыпарта пӗлме пулать). | ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тилӗ нумайланнӑ. Вӗсен йышне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Тилӗ мӗншӗн нумайланни те паллӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви тилӗсен йышне пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен йӗркене кӗртме хушнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗсем республикӑри темиҫе районта нумайланнӑ. Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Муркаш тата Вӑрнар районӗсенче 195 тилле тытма ирӗк панӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне сунарҫӑсем 116-шне тытнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра «Мускав – Ӗпхӳ» автоҫулӑн 631-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ транспорт пырса ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен, ҫул варринчи карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл ытти транспорта кайма чарнӑ. Ҫавӑнтах «Шупашкар – Мускав» маршрутпа икӗ автобус пынӑ. Вӗсен водителӗсем чарӑнса ӗлкӗреймен, йывӑр тиевлӗ машина ҫине кӗрсе кайнӑ. Ку аварире ултӑ ҫын шар курнӑ. Пиллӗкӗшне вырӑнтах медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Пӗрне пульницӑна илсе кайма тивнӗ. Пӗтӗмпе икӗ автобус салонӗнче 60 ытла ҫын пулнӑ. Вӗсене урӑх автобус ҫине лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() Татьяна Акимова Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн Корейӑри тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ӗнер пирӗн хӗрарӑмсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, паян арҫынсем старта тӑчӗҫ. Максим Цветков хытах ывӑнни тӳрех сисӗнчӗ. Апла пулин те ушкӑнри Евгений Гараничев, Антон Бабиков тата Антон Шипулин парӑнмарӗҫ, финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗҫ. Ҫапла вара арҫын-биатлонистсем Пӗчӗк хрусталь глобуса тивӗҫрӗҫ. Хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нимпех те савӑнтараймарӗҫ. Корейӑри тапхӑр пирӗн ентешшӗн, Татьяна Акимовашӑн та, ӑнӑҫсӑр пулса тухрӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра палӑртнипе килӗшмеллех: спринтра та, пасьютра та чӑваш хӗрӗ сезонти чи начар кӑтартупа палӑрчӗ. Мӗнех, ҫывӑх вӑхӑтра тата ӑмӑртма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Финляндири Контиолахтире, 17-мӗшӗнче Норвегири Холменколлента старта тухмалла. 10 кунта Татьяна Акимова икӗ хутчен спринтра, икӗ хутчен пасьютра, пӗр хут масс-стартра тата хутӑш эстафетӑра тупӑшӗ. | ||
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ҫак йӗркесене эпӗ Григорий Скворцовӑн «Манӑн несӗл» ятлӑ сӑввинчен илтӗм. Хайлав ҫапларах йӗркесенчен пуҫланать:
Сӑвӑҫӑн аслашшӗ (маҫакӗ) Ҫтаппан ятлӑ пулнӑ, вӑл ывӑлӗсене яланах ӗҫлеме хистенӗ, ҫӗр ӗҫне юратма хӑнӑхтарнӑ, суха тутарнӑ, сӳре сӳреттернӗ, чӑн чӑваш (ӗҫченлӗх — чӑвашлӑхӑн пӗр палли-ҫке!) пулма вӗрентнӗ. Хальхи Вӑрнар районе кӗрекен Мӑн Хапӑс хресченӗн ывӑлӗсенчен пӗри — Константин ятли — чи хастарри те ӗҫченни пулнӑ, вӑл ялта колхоз йӗркелекенсен пӗри пулнӑ, бригадирта ӗҫленӗ. Акӑ мӗн ҫырать хӑйӗн ашшӗ ҫинчен Анатолий Емельянов ҫыравҫӑн ентешӗ (Г. Скворцов А. Емельяновпа пӗр ялтан, килӗсем те вӗсен пӗр-пӗринчен инҫех мар вырнаҫнӑ):
Мӗнпур чӑваш ывӑл-хӗрӗшӗн юрӑхлӑ хаклав ку, ҫав пӗтӗмӗшлерех каланӑ хушӑрах чун-чӗре уҫӑлӑхӗпе тасалӑхӗ те сисӗнет ҫак ансатлӑхра. | ||
Персона
![]() Митта Ваҫлейӗ Паян — чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑ кун. «17 ҫул Сталин тӗрмисенче айӑпсӑр асапланнӑ сӑвӑҫӑмӑр — халӑхӑмӑрӑн чысӗпе совӗҫӗн виҫи», — тесе ҫырнӑ ҫак куна асра тытса Фейсбукри хӑйӗн страницинче пултаруллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина. Ҫапла, Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пулас классик Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ҫӗрӗ ҫинче амаланса аталаннӑ. 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна тӑван ҫӗр хӑй ытамне ӗмӗрлӗхе илнӗ — вӑл хӑй тӑван ялӗнче вилнӗ. Поэтӑн сӑввисенчи философилле шухӑша паян вун-вун ҫын цитатӑлать. «Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам. Пин юррӑмран пӗри анчах юлайтӑр. Ӑна тӑван ыр кӑмӑлпа юрлатӑр, — Вара ман канлӗ пулӗччӗ тӑпрам», — тени ҫумне мӗнех хушайӑн... | ||
Республикӑра
![]() Канаш хулинче тӗпленнӗ Салдаевсем нумай-нумай ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫак кунсенче «тимӗр» туя паллӑ тунӑ. Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 65 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратнӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Халӗ Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 4 мӑнукне, вӗсен 6 ачине пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Салдаевсем — тыл ӗҫченӗсем. Вӗсем иккӗшӗ «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑр «тимӗр» туя паллӑ тунӑ май йӑлана пӑсман — Канашри Хисеплӗ юбилярсен кӗнекине алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене юсама 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫан пысӑк пайӗ ҫӗнӗ ҫул сарнӑ ҫӗре кайӗ. 2 миллиард тенкипе вара ҫулсене тӗплӗ юсӗҫ. Ку ыйтупа Федераци ҫул-йӗр агентствин пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗвне тата 2017–2018 ҫулсенчи плана палӑртассине халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче калаҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. РФ транспорт министрӗ Максим Соколов 2019 ҫул тӗлне федераци ҫулӗсене 100 проценчӗпех йӗркене кӗртмелли пирки каланӑ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама йышӑну тунӑ. Конференцире ҫак ӗҫе «Платон» тытӑмне те хутшӑнтарма сӗннӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ҫак тытӑм 17 миллиард тенкӗ пухнӑ. Ку укҫана регионсенчи ҫулсене пӑхса тӑма ярӗҫ. Кӑҫал ку укҫапа ытларах кӗперсене юсӗҫ. «Платон» укҫине Пӑрачкав районӗнче Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере юсамашкӑн та уйӑрассине сайтра унчченех пӗлтернӗччӗ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ене 68 миллион тенкӗ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Сирӗн халӑх костюмӗ, унӑн пайӗсем килте ахалех выртаҫҫӗ-и? Вӗсене Чӑваш наци музейне е Чӑваш тӗррин музейне кайса пама пултаратӑр. Ҫапла майпа «Серебряная кладовая» экспозицие пуянлатма шухӑшланӑ. Экспозицире чӑваш хӗрарӑмӗсен эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем упранаҫҫӗ. Вӗсене кӗмӗлтен тата вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ. Ҫакнашкал япаласене музейра ӗмӗрлӗхе упрама йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене патшалӑх учетне тӑратӗҫ, музейри илсе килнӗ япаласен кӗнекине ҫырӗҫ, Раҫҫейри Музей фончӗн электронлӑ базине кӗртӗҫ. Инвентаризаци тунӑ хыҫҫӑн япаласем коллекцире, экспозицире тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ. Музея япала парнелекенсене сертификат парӗҫ. Вӗсене япала парнелекенсен хисеп кӗнекине те кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |