Чӑвашлӑх
![]() Мария Самделова Ӗнер Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2017» акцин йӗркелӳ комитечӗ ҫак мероприятин кӑҫалхи сӑн-сӑпатне ҫирӗплетрӗ. Акци сӑн-сӑпачӗ пулма Наци радиовӗн дикторӗ Мария Самделова тивӗҫ тесе йышӑнчӗҫ. Комитет ларӑвне пикен виҫӗ сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. Акци йӗркелӳҫисене вӗсенчен пӗри те 100 проценчӗпех тивӗҫтереймерӗ-ха. Ҫавӑнпа та вӗсем урӑхларах сӑнӳкерчӗк ыйтса илме йышӑнчӗҫ. «Тӑван радио» тата Наци радиовӗнче диктант текстне тӳрӗ эфирта вулама та Мария Самделована шанчӗҫ. Комитет пайташӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Ирхи кӑмӑл» радиокӑларӑма ертсе пыракан ҫак пике уҫӑ сасӑллӑ, дикцийӗ аван, ҫынсен унӑн сассине пӗлеҫҫӗ. Диктант тексчӗ валли Геннадий Волков этнопедагогӑн калавӗсенчен пӗрне суйларӗҫ. Чӑваш чӗлхине пӗлнине тӗрӗслес текенсем ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 13 сехетре Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжне ҫитме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне районсенче те диктант ҫырӗҫ. |
Республикӑра
![]() Шуршӑлти музейра — Андриян Николаевӑн юсаса ҫӗнетнӗ автомашини Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫеҫ мар, ҫывӑх вӑхӑтра та Космонавтика кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти иртет. Ака уйӑхӗн 17—19-мӗшӗсенче, акӑ, Андриян Николаева халалласа Шупашкарта баскетбол ӑмӑртӑвне йӗркелӗҫ. Космонавтика кунӗнчи паллӑ пулӑмсен шутне вара Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Мемориал комплексне чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ ентешӗмӗрӗн юсаса ҫӗнетнӗ «Волга» автомобильне парнеленине кӗртме пулать. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн автобази ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Машина уҫҫине музейра ӗҫлекенсене чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов тыттарнӑ. Космонавтика кунӗнче Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа выставка центрӗн территорийӗнче космонавтсен пӗрремӗш отрядне халалласа аллея уҫнӑ. Ӑна пуҫараканни — Чӑваш Енри пахчаҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Юрий Соколов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пултаруллӑ сӑвӑҫ Петӗр Ҫӑлкуҫ пурӑннӑ пулсан ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 65 ҫул тултарӗччӗ. Шел те, унӑн пурнӑҫӗ вӑрӑм пулман. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Литература музейӗнче ӑна халалланӑ мероприяти иртнӗ. Петӗр Ҫӑлкуҫ Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи шкулта тата Сиккассинче вӗреннӗ. Вӑл ҫамрӑк чухнех хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытнӑ. 1970 ҫулта ӑна «Пионер сасси» хаҫата чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулах Петӗр Ҫӑлкуҫ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ. 1977 ҫултанпа вӑл «Тантӑш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. «Вӗл! вӗлкӗш, парӑсӑм», «Асатте ялӗнче», «Салтака каять така», «Тӗнчене эпир килетпӗр» — ҫак хайлавсемпе палӑрнӑ поэт. Унӑн ывалӗ Сендиер Кузьмин аса илнӗ тӑрӑх, ашшӗ кашни кун пӗр йӗрке те пулин ҫырма тӑрӑшнӑ. Вӑл ачасем валли нумай хайлав ҫырнӑ. Унӑн сӑввисемпе композиторсем юрӑсем те хайланӑ. Халӗ вӗсене халӑх хапӑлласах итлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен иммунитетне ҫирӗплетесшӗн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Иммунизацие ака уйӑхӗн 15-22-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта чӗрчунсен шӑтӑкӗ, сукмакӗ тӗлне, уҫланкӑсене приманка хурӗҫ. Ку – ятарлӑ капсула, ун йышне урнӑ чиртен сыхлакан шӗвек кӗрет. Чӗрчун капсулӑна ҫисен тепӗр 21 кунран унӑн иммунитечӗ ҫирӗпленет. Ку 12 уйӑха тӑсӑлать. Иммунизаци тапхӑрӗнче Чӑваш Енри вӑрмансене 25 пин доза хурса тухӗҫ. Вӑрмана каякан ҫынсене вӗсене илме хушмаҫҫӗ. Вакцинӑн сиенлӗ енӗсене тупса палӑртман. Иммунизацие 6 ҫул ирттерме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑксем пӑр ҫинче выляма шухӑшланӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ахальтен каламан ваттисем. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен. Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехет 35 минутра пулнӑ. Атӑл хӗрринче патрульте тӑракансем ултӑ ҫамрӑк пӑр катӑкӗсем ҫине кӗрсе кайнине, вӗсем унта вылянине асӑрханӑ. Пӑр катӑкӗ ҫинче тӑракан икӗ каччӑна юханшыв варрине илсе кайма тытӑннӑ. Кун пирки ҫӑлав станцине тӳрех пӗлтернӗ. Пӑр ҫинчен теприн ҫине сикме май пур чухне ҫамрӑксене вӑрӑм патак тӑсса панӑ. Анчах лешсем хытса тӑнӑ, мӗн тумаллине пӗлмен. Юрать, пӑр катӑкне ҫыран хӗрринерех шутарма май килнӗ. Ҫапла ҫамрӑксем ҫӑлӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() РФ Спорт министерстви Чӑваш Енри тӑхӑр спортсмена «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята панӑ. Вӗсен йышне хӗвелтухӑҫ кӗрешӳҫи, кире пуканне йӑтакан тата шашкӑлла вылякан спортсменсем, самбист, спорт кӗрешӳҫи, йывӑр атлетҫӑ кӗнӗ. РФ спорт министрӗ алӑ пуснӑ документра ҫаксене «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята пама йышӑннӑ: Шупашкарти «Будокан» спорт клубӗн воспитанникӗсем Никита Беловощев, Олег Тарашкин, Владимир Тютин, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн спорт клубӗн представителӗсем Анастасия Александрова, Владимир Тютин. Самбо енӗпе Дмитрий Петров, спорт кӗрешӗвӗ енӗпе Анастасия Яковлева, йывӑр атлетика енӗпе Александр Адикин, шашка енӗпе Юрий Владимиров спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ. Сӑмах май, 2017 ҫул пуҫланнӑранпа ку хисеплӗ ята Чӑваш Енри 11 спортсмен тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑ ҫын вилнӗ тӑванӗшӗн пенси илсе пурӑннӑ. Вӑл ултав йӗрӗпе кайса хваттере хӑйӗн ҫине илме тӗллевленнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан ватӑ ҫын 2013 ҫул вӗҫӗнче тӑванӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах кайран ҫакна палӑртнӑ: ҫухалнӑ хӗрарӑм ватӑ ҫын кӑтартнӑ адреспа пурӑнман. Вӑл 2004 ҫулта пульницӑра усал шыҫҫа пула вилнӗ. Унӑн виллине полицие заявлени ҫыракан тӑванне, вӑл ӑна пурӑннӑ чухне пӑхнӑ, панӑ. Лешӗ вилене хулари масар ҫине пытарнӑ, кун пирки патшалӑх органне пӗлтермен. Хайхискер вилнӗ тӑванӗ ячӗпе килекен пенсие илсе пурӑннӑ. Пӗтӗмпе – 760 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Академири ӑсталӑх класӗ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн преподавателӗсене ал вылявӗн чӗлхине вӗрентесшӗн. Сурдокуҫару чӗлхи вӗсене студентсемпе ӗҫлеме кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аслӑ шкулӑн воспитани тата социаллӑ ӗҫ енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ, пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисен кафедрин преподавателӗ Надежда Сергеева психолог «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, ку проекта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хута ярас шухӑш пур. Япӑх илтекен ачасем йышлӑн вӗренме кӗрсен вӗсемпе ӗҫлеме пултармалла. Аслӑ шкулта хӑлха илтмен ачасем валли аппаратура пур-ха, ҫапах та ял хуҫалӑх академийӗ унпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Хӑлха начар илтекен ачасене вӗренме мӗнпур услови туса парасшӑн. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче аслӑ шкулта «Я слышу тебя» (чӑв. Эпӗ сана илтетӗп) проект хута янӑ. Унӑн пӗрремӗш занятине чечек ҫыххи хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх класӗ евӗр йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫӗнӗ ҫурт ҫӗнех Хваттер е ҫурт-йӗр туянас текенсем ку хыпаршӑн савӑнасси каламасӑрах паллӑ: кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хакӗ йӳнелнӗ. Чӑвашстат цифрӑсене 2016 ҫулхи пӗрремӗш квартал вӗҫӗнчипе танлаштарса кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ унчченхинчен 2,1 процент йӳнелнӗ, унччен пурӑнни — 4,4 процент. 2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталпа танлаштарсан иккӗмӗшле рынок шутланакан ҫурт-йӗр хакӗ 2,1 процент чакнӑ. Ҫапах та ҫӗннине туянма хакланнӑ. Виҫӗ уйӑх каяллахинчен кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче ҫӗнӗ ҫуртра хваттер туянакансен 2,5 процент ытларах тӳлеме тивнӗ. Ӑнланмалларах пултӑр тесе тӑваткал метр вӑтамран мӗн хак тӑнине те илсе кӑтартнӑ. Чӑвашстат пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пӗрремӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ) ҫурт-йӗрӗн пӗр тӑваткал метрӗ вӑтамран 40 пин те 9 тенкӗ тӑнӑ. Иккӗмӗш рынокришӗн вӑтамран 38 пин те 235 тенкӗ ыйтнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитлӑ шутланаканни ҫулталӑк каяллахинчен 9,2 процент йӳнелнӗ. Ӑна туянма кашни тӑваткал метршӑн вӑтамран 45 пин те 205 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Лайӑхлатнӑ пахалӑхлӑ шутланаканни те йӳнелнӗ. Нумаях мар-ха: 1,6 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» предприятин автобусӗ Чӑваш Ене ертсе пыракансем ӗҫлекенсем умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине, «Чӑвашавтотранса», епле пулӑшассине пӗлмеҫҫӗ. Тӗкӗ кӳме хатӗр, анчах епле ҫул суйламаллине хальлӗхе татса паман. Ҫакна REGNUM информаци агентствин журналисчӗпе калаҫнӑ чух ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин тата республикӑн транспорт министрӗ Владимир Иванов палӑртнӑ. Йывӑрлӑхри предприяти шӑпине ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫиччӗмӗш сесссийӗнче Кабминӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗ пирки Михаил Игнатьев Элтепер отчет тунӑ хыҫҫӑн депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ чухне те хускатнӑччӗ. Яваплӑха республика ертӳҫисем хӑйсем ҫинчен сирмӗҫ, анчах ыйтӑва республика хысни шучӗпе ҫеҫ татма пӑхни тӗрӗс маррине палӑртнӑччӗ Михаил Игнатьев. «Вӑл предприятири ыйтӑва татса эсир хыснаҫӑсене — учительсене, врачсене ӗҫ укҫисӗр хӑварас тетӗр-им?» — пӗлтернӗччӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Ҫак уйӑхра «Чӑвашавтотранс» предприятие 2002–2016 ҫулсенче Ханты-Манси автономи округӗнчи «Березовнефтпродукт» предприятире тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ Сергей Фомичев ертсе пыма тытӑнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |