Раҫҫейре
![]() Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тата Крым республикин парламенчӗсен депутачӗсем тӗл пулнӑ. Чӑваш Енри йыша Валерий Филимонов спикер ертсе пырать. Пирӗн тӑрӑхри делегацие Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур фракцин пайташӗ лекни паллӑ. Чӑваш парламенчӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, йыша коммунистсенчен Александр Андреев, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен Сергей Семеновпа Игорь Моляков лекни курӑнать. Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Владимир Константинов хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫлес шухӑша ырласа йышӑннине тата палӑртнӑ. Крым Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |