Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ыран чӑваш депутачӗсем Николай Малов ыйтӑвне пӑхса тухӗҫ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 26.06.2017 19:59 | 1213 хут пӑхнӑ
Политика
Николай Малов
Николай Малов

Ыран Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗ иртмелле. Унта чӑваш парламенчӗн Ертӳҫин ҫумӗн, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарӗн Николай Маловӑн заявленине пӑхса тухмалла. Вӑл хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ.

Аса илтерер, Николай Малова РФ Патшалӑх Думинче депутат мандатне панӑ. Иртнӗ эрнере 89-мӗш номерлӗ РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑччӗ.

Аса илтерер, РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа суйланнӑ Марат Сафин теннисист маларах хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑччӗ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне ун чухнех лекнӗ, Малов — ҫук.

#парламент, #политика, #депутатсем, #партисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Депутатсем пукан пайлаҫҫӗ
2017, 04, 01
Николай Малов вице-спикерӑн Патшалӑх Думин депутачӗ пулас шанчӑк пур
2017, 05, 28
Сафин теннисист Николай Малов валли ҫул уҫнӑ
2017, 06, 07
Николай Малова депутат вакансийӗ лекетех
2017, 06, 18
Николай Малова депутат мандатне панӑ
2017, 06, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org