Политика
![]() Марат Сафин тата Николай Малов. "Правда ПФО" интернет-хаҫат коллажӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Малов Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине парти списокӗпе лекме пултарать. Капла шанчӑк пуррине «Правда ПФО» интернет-хаҫат темиҫе кун маларах пӗлтернӗ. Унта ҫырни тӑрӑх ҫакӑ сисӗнет. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине иртнӗ суйлавра Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа мандатсене пайланӑ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне питех йышлӑ сасӑ пухайман. Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне лекнӗ, Малов — ҫук. Ҫывӑх вӑхӑтра РФ Патшалӑх Думинче тепӗр ваканси пушанӗ. Регион ушкӑнӗпе парламента лекнӗ Марат Сафин теннисист хӑйӗн полномочийӗнчен хӑтарма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |