Политика
![]() ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн паташӗсем канашлаҫҫӗ «Парнас» парти хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене халӑха суйлаттарасшӑн. Ку ыйтупа вӑл референдум ирттерме сӗннӗ. Ҫак сӗнӳпе парти Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ҫырупа тухнӑ. Алексей Глухов юрист «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, «парнасҫӑсем» ларӑва пыман, вӗсем вырӑнне Тӗп суйлав комиссийӗн татса паракан сасӑллӑ пайташӗ Игорь Михайлов тухса калаҫнӑ. Лару «Парнас» сӗнӗвне пӑхса тухса пуҫару ушкӑнне регистрацилеме хирӗҫленӗ. Ҫакна вӗсем партин регионти уйрӑмӗн канашӗн сӗнӳпе тухма ирӗк ҫуккипе сӑлтавланӑ. Республикӑн Теп суйлав комиссийӗнче татса паракан сасӑллӑ пайташсем — 12 ҫын. Вӗсенчен улттӑшне республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртнӑ, тепӗр улттӑшне — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |