Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ачасене хӳтӗлекенӗн должноҫне пӗтермен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 03.11.2016 08:55 | 1940 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Михаил Игнатьев тӗрлӗ категорие хӳтӗлекен виҫӗ омбудсменпа. Вӗсенчен пӗри, Вячеслав Рафинов, халӗ депутат. Сылтӑмри - пресс-службӑра ӗҫлен
Михаил Игнатьев тӗрлӗ категорие хӳтӗлекен виҫӗ омбудсменпа. Вӗсенчен пӗри, Вячеслав Рафинов, халӗ депутат. Сылтӑмри - пресс-службӑра ӗҫлен

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне пӗтермен. Официаллӑ ҫырнине чӑвашла куҫарсан ҫапларах ӑнланма пулать: «Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй тивӗҫне этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекенни ҫине хурасси ҫинчен калакан республика саккунӗ йышӑннӑ чух парламент депутачӗсем ачасен омбудсменӗн должноҫне пӗтӗрес ҫулпа кайман». Малалла вара ҫапларах ӑнлантарнӑ: федераци саккунӗсем апла тума ирӗк параҫҫӗ пулин те Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ачасен правине хӳтӗлекен кирлӗлӗхне тата пӗлтерӗшне тӗпе хурса ҫак должноҫне сыхласа хӑварас тенӗ.

Саккун Уполномоченнӑя мар, аппарата (вӑл виҫӗ ҫынтан тӑнӑ) пӗтернӗ пулать. Йӗркелӳ ӗҫӗ вӑхӑтӗнче тивӗҫе Этем правине хӳтӗлекен ҫине тиенӗ.

Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасси, кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтерни, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи черетлӗ ларура депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнине, куншӑн 37 депутат сасӑланине, виҫҫӗшӗ хирӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Каярах Валентина Матвиенко Михаил Игнатьев Элтепере спикер ача-пӑча омбудсменӗн должноҫне сыхласа хӑварма ыйтнине, кун пирки ӑна РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Анна Кузнецова каланине те хыпарланӑччӗ.

#саккунсем, #ӗҫ вырӑнӗсем, #политика, #ачасем, #Элтепер, #депутасем, #парламент, #Элтепер

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем