Политика
![]() «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Николай Малов халӗ те депутат-ха: вӑл — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ кӑна мар, чӑваш парламентӗнче ертӳҫӗн ҫумӗ те. Николай Малов вице-спикерӑн РФ Патшалӑх Думине лекес шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ. Ӗҫӗ-пуҫӗ вара ҫапларах: РФ Патшалӑх Думи Марат Сафин ыйтӑвне пӑхса тухнӑ май теннисиста депутат мандатӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫапла вара ку ваканси тепӗр ҫын валли пушаннӑ. Иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа мандатсене пайланине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне лекнӗ, Малов — ҫук. Халӗ вара Александр Белов журналист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗ Николай Малова вакансие пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |