Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Каҫалта Алексей Самаркин текех пуҫлӑх мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 25.07.2017 12:19 | 2308 хут пӑхнӑ
Политика
Алексей Самаркин
Алексей Самаркин

Каҫал тӑрӑхне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ертсе пынӑ Алексей Самаркин текех пуҫлӑх мар. Унӑн контракчӗ вӗҫленнӗрен ӑна малалла тӑсса паман. Ку ыйтӑва ӗнер вӑл тӑрӑхри Депутатсен районти пухӑвӗнче татса панӑ. Самаркин тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама райадминистраци пуҫлӑхӗн ҫумне — капиталлӑ строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Александр Краснова шаннӑ. Ӗнерех депутатсем район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурсӑн комисси ыйшне ҫирӗплетнӗ.

Аса илтерер, Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ федераци харпӑрлӑхӗнчи 4 гектар ытла ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫӗрулми лартнӑ, ӑна сутса тупӑш тума ӗмӗтленнӗ пулать. Ҫӗрулми кӑларса пуҫтарнӑ ҫӗре вара администрацинче ӗҫлекенсене явӑҫтарнӑ теҫҫӗ. Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Самаркина килте арестлесе усрама йышӑннине те эпир пӗлтернӗччӗ.

#тӳре-шара, #Комсмольски районӗ, #судсем, #пӑтӑрмахсем, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алексин // 1562.24.2805
2017.07.25 15:07
Мӑкка! Кӑштах мӗн ҫырнине вуласа пӑхасчӗ.
"Ун контракчӗ тесе ӗҫ вӑхӑтне тӑсса паман". ????!!!
"Пуҫиле ӗҫ".???!!!
"ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши" - власть виҫинчен тухса.
"Следстви версийӗ тӑрӑх". Следстви палрӑртнӑ тӑрӑх.
"Администраци ӗҫченӗсем". Администрацире ӗҫлекенсем.
"Килте арестлесе усрама". Килтен тухма чарни пирки...
Тӑн ҫитмест-им?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем