Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗри хваттерте парикмахерски уҫнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ хваттере вӑл халӑха йӑлари пулӑшу кӳрекен заведение ҫавӑрнӑ. Апла тума, тӗрӗссипе, саккун чармасть-ха. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан — йӗрки. Пурӑнмалли хваттере урӑх тӗллевпе усӑ курас тесен ятарлӑ хутсем хатӗрлемелле, тивӗҫлӗ органсене систермелле.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хваттерте парикмахерски уҫнине унтисем республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӗлтернӗ. Тӳре-шара нумаях пулмасть тӗрӗслеме персе ҫитнӗ. Чӑн та, суя сӑмах е элек пулман ҫӑхав. 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 66-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттере урамран тӳрех кӗмелле алӑк кассах парикмахерски туса хунӑ.
Пурӑнмалли ҫурта пурӑнмалла маррине куҫарнӑ пурлӑха кадастр учетне тӑратманнине пула ун хуҫи налукран пӑрӑннине палӑртнӑ. Кӑлтӑка пӗтерессипе тӳре-шара мера йышӑнма палӑртнӑ.