Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура «Химпром» ҫывӑхӗнче тем пысӑкӑш шӑршлӑ кӳлленчӗк тӑнине тӗрӗсленӗ. Ун пирки интернет-порталсенчен пӗринче хыпарланӑ.
Тӗрӗслеве прокурорсемпе пӗрлех Роспотребнадзор, Роспирироднадзор, Росреестр, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн, республикӑн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствин специалисчӗсем хутшӑннӑ.
«Управление отходами» (чӑв. Каяшсене тытса тӑрасси) акционерсен обществин полигонӗ тата сортлакан савучӗ ҫывӑхӗнчи шӑршлӑ шыв кӳлленсе тӑнӑ. Канализаци ҫӑлкуҫӗнчен юхса тухакан шыв вӑрманалла юхнипе вӑл пӗр ҫӗрте пӗвеленсе тӑнӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем тӑпран ҫиелти сийне тата шыва тӗрӗслеме илнӗ.
Ҫут ҫанталӑка сиен мӗн чухлӗ кӳнине палӑртсан айӑплисене явап тыттарӗҫ.