Персона
![]() Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Ревокат Моисеев 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Комсомольски районӗн хисеплӗ ҫынни. Ревокат Моисеев стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнче пулнӑ. Вӑл 1941 ҫулта Чӑваш Енре йӗркеленнӗ. Ревокат Моисеев связист-телефонист пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫар журналистикине вӗреннӗ. Салтак Курск пӗккинче йывӑр аманнӑ. Вӑл тӑван тӑрӑха 1945 ҫулта таврӑннӑ, шутҫӑра ӗҫлеме тытӑннӑ та патшалӑх банкӗн управляющине ҫитнӗ. Ревокат Моисеева Михаил Игнатьев Элтепер та саламланӑ. Ветеран ҫулне пӑхмасӑр районти мероприятисене хастар хутшӑнать. Вӑл халӗ те йӗлтӗр сырма тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществи ӗҫлеме тытӑнӗ. Чӑх пусса сутас ӗҫ ҫӗнӗрен вӑй илесси пирки чӑх-чӗп хапрӑкӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Предприяти чутах панкрута тухманни пирки унччен пӗлтересех тӑнӑччӗ. Телее, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑрӗ. Ӑна ҫак кунсенче урӑх ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Предприятие Тутарстанри «АГРОСИЛА» ял хуҫалӑх холдингӗ туянӗ. Ҫак холдингах Владимир Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне туянасси пирки те нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хуҫа улшӑнсан та вӑл ҫак енӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Канаш хулинче пушар пулнӑ. Унта, шел те, ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 6 сехет те 40 минутра пӗр хутлӑ ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм виллине тупнӑ. 76 ҫултискер иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пулнӑ, хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ӑнсӑртран тухнӑ. Светильник диван ҫине ӳкме пултарнӑ, шӑпах ҫавна пула пушар тухма пултарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш агрохолдингӗн ҫӗнӗ хуҫа пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар район пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. «Юрма» хуҫи улшӑнасси пирки ҫавӑн чухне тепӗр хут пӗлтернӗ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, Владимир Ермолаев «Юрма» агрохолдинга сутма шут тытнӑ. «Ӗҫ коллективӗнче социаллӑ йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫа улшӑнать, анчах предприяти ӗҫӗ ҫавах юлать», — тенӗ Элтепер. Компание Тутарстанри «Агросила» ял хуҫалӑх холдингне сутӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Правительстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне тутарсене сутасси пирки маларах та пӗлтернӗччӗ, кун пирки сас-хура Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче Михаил Васильевич каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимовӑшӑн Австрири Хохфильцен хулинче хӗрарӑмсен эстафети енӗпе енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш йӗлтӗр туййине хуҫнӑ, ун чухне хӑйӗн винтовкине ҫӗмӗрме пултарнӑ. Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв чысне Ольга Подчуфарова, Светлана Слепцова, Ирина Старых тата Татьяна Акимова хӳтӗленӗ. Пирӗн Татьяна старта тӑваттӑмӗш тухнӑ. Шел те, унпа ҫакнашкал пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Татьяна ӳкнӗ хыҫҫӑн пӑшӑрханнине ирттереймен. Вӑл винтовкӑран пенӗ чухне тӑватӑ хутчен йӑнӑшнӑ. Ӑмӑртура Германи пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кайран — Украина, Франци. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Персона
Судьба революции решалась под Свияжском. Октябрьская победа революции далась легко. Стихийный напор ослабел. Л.Д. Троцкий.
Пӗлтӗр Тутарстана кӗрекен Сӗве хулинче Граждан вӑрҫин музейӗ уҫӑлнӑ. Унта Хӗрлӗ Ҫара туса хуракана тата ӑна чи йывӑр вӑхӑтра ертсе пынӑ Л.Д. Троцкие халалланӑ экспонатсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫар ӗҫӗсен наркомӗн гипсран тунӑ кӳлепине, ун биографийӗпе кӗнекисене, хӑй аллипе 1918 ҫулта ҫырнӑ Ҫар присягине (1991 ҫулта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре халӗ те усӑ кураҫҫӗ) ятарлӑ зала вырнаҫтарса лартнӑ. Тепӗр залра Сӗве хулине «Троцкий пуйӑсӗ» килнине кӑтартнӑ. Шуррисемпе хӗрлисем «революци арӑсланне» ҫарамаслантарса пуҫ шӑммисен купи ҫине лартса та, ҫӗлене сӑнӑпа тирекен харсӑр юланутҫӑ пек те «юлташла» тӑрӑхласа кӑтартнӑ, ҫак ӳкерчӗксем валли те музейра вырӑн тупӑннӑ… Тутарстанӑн патшалӑх советникӗ М.Ш. Шаймиев музейҫӗсен ӗҫне «тӗлӗнмелле чаплӑ» тесе хакланӑ. Мӗнпе палӑрса юлнӑ-ха Л.Д. Троцкий Сӗве хулине килни? «Эпӗ арӑслан пек хаярланса йӗркерен тухса кайнӑ салтаксене хӗстермен пулсан эпир паян Политбюрора ларман пулӑттӑмӑр», — тенӗ каярахпа Лев Давыдович. |
Республикӑра
![]() Ҫичӗ ачаллӑ Фоминсен ҫемйи ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тивӗҫнӗ Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ муниципалитета тухса унти предприяти-организацисен ӗҫӗ-хӗлӗпе, халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашать. Иртнӗ ҫулхи кӑтартӑва пӗтӗмлетекен тата малашлӑха палӑртакан канашлусене те вӑл хутшӑнать. Ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Республика ертӳҫишӗн пур районпа хула та ҫывӑххи паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах та ку тӑрӑх Михаил Васильевичӑн тӑван енӗ пулнине унтисем мӑнаҫлӑн палӑртаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Янӑш ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ, «Прогресс» акционерсен обществинче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра — ертӳҫӗре те, ӗҫленӗ. Шупашкар район администрацине те ертсе пынӑ. Муниципалитетри активпа ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев районӑн лайӑх енӗсем пуррине, ҫапах та туса ҫитерейменни ҫук маррине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх пурнӑҫа лайӑхлатасса кӗтет, апла пулсан тӳре-шаран ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елена Сапаркина Чӑваш Енри ачасен правине Елена Сапаркина хӳтӗлӗ. Пӗчӗккисен омбудсменӗ пулма ӑна ӗнер ҫирӗплетнӗ. Кандидатурӑна Чӑваш Енӗн парламенчӗн ӗнерхи черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ. 2015 ҫулхи раштавранпа Елена Сапаркина республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, унччен вӑл Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Тепӗр кандидат та пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче математика учителӗнче тӑрӑшакан Сергей Беккер. Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулма ӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сӗннӗ. Елена Сапаркина хӑйӗн профессийӗ унччен те ачасемпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Социаллӑ хӳтлӗх сферинче тӑрӑшнӑскер ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессипе те вӑл тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай район администрацийӗ 27 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарассишӗн суда тавӑҫ ҫырнӑ. Вӑл икӗ ҫулти ачине воспитани памасть-мӗн. Хӗрарӑм ачине йӗркеллӗ пӑхман. Пӗчӗкскер апат лайӑх ҫименнипе дистрофипе аптӑрама пуҫланӑ. Халӗ администраци амӑшӗн правинчен хӑтарса унран алимент шыраса илесшӗн. Хӗрарӑм ачине пӑхмасӑр ҫапкаланса ҫӳренӗ, эрех ӗҫнӗ. Ку ача пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Хӗрарӑма хӑйне йӗркеллӗ тытманшӑн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ларӑвне пӗрре мар чӗннӗ. Палӑртмалла: 2015 ҫулта хӗрарӑм ачине пульницӑра пӗчченех хӑварнӑ, каҫхине ӳсӗр таврӑннӑ. Унтан ачине пульницӑран кӑларма ыйтса кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Ача дистрофипе аптӑранӑскер хӑйне япӑх туйни те ӑна татса чарман. 2015 ҫулта хӗрарӑма амӑшӗн правинчен чикӗленӗ, шӑпӑрлана ача ҫуртне янӑ. Амӑшӗ 1,5 ҫул ачипе пачах интересленмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче пациентсене тӑватӑ пульница йышӑнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республикӑри кардиологи диспансерӗ алӑкне уҫӗ. Унта мероприяти ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен иртӗ. Республикӑри наркологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ 8-14 сехетсенче пулӗ. Унта 9 сехетре реабилитаци центрӗнче «Прокурорпа – право сехечӗ» иртӗ. Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин консультаци поликлиники те уҫӑ алӑксен кунӗ 8-13 сехетсенче ирттерӗ. Хулари 7-мӗш пульница уҫӑ алӑксен кунне 14 сехетчен йӗркелӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |