Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Шупашкар каччине ҫар ҫыннисем шыраҫҫӗ. Псков облаҫӗнче контракт мелӗпе ҫарта тӑраканскер пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӑван тӑрӑхне отпуска кайнӑ. Унӑн 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче таврӑнмалла пулнӑ. Анчах вӑл чаҫа халӗ килсе курӑнман.

Никита Титов сӑлтав пуррине ӗнентерсе нимӗнле документ та тӑратман. Вӑл халӗ ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ, ҫар ҫыннисем ӑна шыраҫҫӗ.

Никитӑна дезертир тесе айӑплама пултарӗҫ. Ӑна куракансене Псков гарнизонӗн следстви уйрӑмне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: 8(8112)747162 е 89118962140.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41162
 

Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Ку Янкӑлч ялӗнче ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. 59 ҫулти арҫын ҫак ялтах пурӑннӑ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл аппӑшӗ патне хӑнана кайнӑ. Унта мунча кӗнӗ те киле кайма тухнӑ. Унӑн ҫулӗ шӑпах ҫав пӗве урлӑ выртнӑ.

Арҫын ҫав кун та, тепӗр кунхине те киле таврӑнманнине кура ӑна тӑванӗсем шырама тытӑннӑ. Ӑна темиҫе кунран пӗвере тупнӑ.

Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пӗве патӗнчен иртсе пынӑ чухне шыва ӳкнӗ те путса вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41149
 

Культура
Елена Нарпин Фейсбукри страницӑри сӑнӳкерчӗк
Елена Нарпин Фейсбукри страницӑри сӑнӳкерчӗк

Паян, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче, Марина Карягинан «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекине хӑтланӑ.

Паллӑ поэтӑн, драматургӑн, режиссерӑн, тележурналистӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекине виҫӗ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла — пичетленӗ. Унсӑр пуҫне паянхи хӑтлавра «Сӑнакан ӑс» палиндромсен кӗнекипе те паллашма май килнӗ.

Аса илтерер, «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагеди тӑрӑх Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫав ятпа спектакль те лартнӑччӗ. Уншӑн авторсен ушкӑнне — Марина Карягинӑна, Станислав Васильев режиссера тата Лолита Чекушкина композитора — 2013 ҫулта Патшалӑх премийӗ те панӑччӗ.

Палиндрома илсен, Марина Карягинӑна Чӑвашра ку енӗпе пуҫласа утӑм тӑваканӗ тесе калама юрать.

Германире ӗҫлесе пурӑнакан Сергей Бирюков литературовед, поэт, авангард тӗпчевҫи Марина Карягинӑн нумаях пулмасть ҫырнӑ пӗр сӑввине литературӑри ҫӗнӗ жанр тесе палӑртнӑ май ун валли ят тупса хума сӗннине эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Пӗтӗм вырӑссен диктантне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта палӑрнисен йышӗ нумайланнӑ. Чӑваш Ен ку енӗпе рекорд лартнӑ.

Кӑҫал вырӑсла диктанта 44 ҫын «пиллӗклӗх» ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — хӗрарӑмсем. «5» паллӑ илнисен йышӗнче улттӑшӗ ҫеҫ арҫынсем. Вӗсен йышӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗ Олег Дмитриев тата ШӖМ ветеранӗ Георгий Фадеев пур.

Хальлӗхе диктантра «5» паллӑ илнӗ 40 ҫынна ҫеҫ сертификат панӑ. Ыттисене тупса палӑртайман-ха. Асӑнса хӑвармалла: пӗлтӗр Пӗтӗм вырӑссен диктантӗнче 2 ҫын ҫеҫ «5» паллӑ илнӗ. 2015 ҫулта вара — 7 ҫын, 2014 ҫулта 2 ҫын диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41179
 

Культура
Музейри курав уҫнӑ самант. Геннадий Иванов-Орковӑн страницинчи сӑнӳкерчӗк
Музейри курав уҫнӑ самант. Геннадий Иванов-Орковӑн страницинчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн «Эрос в творчестве Ивана Дмитриева: истоки, поиски, открытия» (чӑв. Иван Дмитриевӑн пултарулӑхӗнчи эрос: ҫӑлкуҫ, шырав, уҫни) куравӗ уҫӑлнине, ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев музейри эрос теми аптӑратнине эпирпӗлтернӗччӗ.

Вӑл музейри курава кайса курнӑ та ачасен ҫара ӳкерчӗкӗсем ӑна педофилие аса илтернӗн туйӑннӑ. Ҫавна май депутат республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ячӗпе ҫыру ҫырнӑ, курава хаклама ыйтнӑ.

Депутат ҫырӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн шухӑшне Фейсбукри страницӑра пӗлтернӗ. Вӑл Чӑваш Енре медицинӑпа ӳнер пӗлӗвӗн экспертизи енӗпе ӗҫлекен комисси пуррине (сӑмах май, вӑл хай те комисси пайташӗ) аса илтернӗ май унтисемпе канашлама май пуррине, депутат айӑплавӗпе килӗшменнине палӑртнӑ. Унтан вӑл депутата музея час-час пырса ҫӳреме чӗннӗ.

 

Чӑвашлӑх
Тӑван чӗлхене пӗлме кашни ҫынах тивӗҫ
Тӑван чӗлхене пӗлме кашни ҫынах тивӗҫ

Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев патне уҫӑ ҫыру янӑ. Ӑна ҫитсе килекен Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланинчен пуҫланӑ.

Унтан «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «ҫак пӗлтерӗшлӗ уява халалласа пуҫарса янӑ #ЭпӗЧӑвашЧӗлхинеЮрататӑп #ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп интернет флешмобне» хутшӑнма йыхравланӑ.

Пур районпа хула шкулӗсене, техникум-колледжсене, аслӑ пӗлӳ паракан шкулсене чӑвашла флешмоба хутшӑнма чӗнсе калакан ҫыру яма ыйтнӑ. Ҫак флешмоб ҫинчен кӗскен пӗлтерме те сӗннӗ ҫав ҫырура.

Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ӗҫлекенсем тата Юрий Исаев министр «Ирӗклӗх» сӗнӗвне епле йышӑнни хальлӗхе паллӑ мар.

 

Хулара
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнчи кӗтмен-туман ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ асар-писер ҫил-тӑман ҫуллахи шинӑсем ҫине куҫнӑ водительсемшӗн уйрӑмах кӗтменлӗх пулчӗ. Шупашкарта паян ирпе кӑна 30 ытла автомобиль пысӑках мар инкеке лекнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн управленийӗ пӗлтерет. Ҫуллахи резинӑллӑ автомобилистсене ҫавна кура ҫула тухассинчен тытӑнса тӑма чӗнсе калаҫҫӗ.

Шупашкар урамӗнче юр ӑшне путнӑ машинӑсене ҫул-йӗр инспекторӗсем те тӗксе пулӑшнӑ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене вӗсем ӳркенмесӗрех пулӑшнӑ. Пакунлисене ырӑ кӑмӑллӑхшӑн водительсем те, иртен-ҫӳрен те тав тӑвать.

Сӑмах май, паян Шупашкар урамӗпе пӗри Хӗл Мучи тумне тӑхӑнса утнӑ. «Раштавӑн 20-мӗшӗ пуль терӗм те», — шӳтлесе калаҫнӑ вӑл хӑйӗнпе сӑмахлакан ҫынпа.

 

Культура

Кӑҫал Хула кунӗнче тӗрӗк халӑхӗсен «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале ирттерме палӑртнӑ. Унта фольклор, хореографи, инструмент ушкӑнӗсем килӗҫ, юрӑпа ташӑ ансамблӗсем, алӗҫ ӑстисем хутшӑнӗҫ.

Алӑстисем «Тӗрӗксен чӗрӗлнӗ алӗҫӗсем» ярмӑркка ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех наци костюмӗсен «Тӗрӗксен тупри» уяне, пиҫҫиххи ҫыхас енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ.

Ярмӑрккӑра кавирсем, кӑкшӑмсем, эрешлӗ пушмаксем, йывӑҫран касса кӑларнӑ япаласем, тӗрӗсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне ухӑран пенине, сӑнӑ ывӑтнине, артистсен театрланӑ парадне курма май пулӗ. Концерт та иртӗ.

Фестиваль «ҫавра сӗтелпе» вӗҫленӗ.

 

Политика
Игорь Моляков (хыҫалти ретри) тата Петр Краснов
Игорь Моляков (хыҫалти ретри) тата Петр Краснов

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗсене ҫӳрекенсем унти ларусем кичем иртменнине, хӑш чух путишлерех самантсем те сиксе тухнине асӑрханах пулӗ.

Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ сессире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерсе отчет турӗ. Доклада сӳтсе явнӑ чухне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ишӗлекен ҫурт-йӗртен граждансене куҫарас программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ май ҫапларах ҫавӑрттарса хучӗ: «Пилӗк миллиард илнӗ, эпӗ ҫирӗплетсе каламастӑп, анчах ҫав 5 миллиарда вӑрласа пӗтермен-ши тесе шикленетӗп».

Сессие тӗнче тетелӗнче трансляциленӗрен ӑна кирек кам та итлеме пултарать. Чӑваш Енӗн Юстици министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне Моляков сӑмахӗ обществӑна начар витӗм кӳмен-ши тесе тишкерме ыйтса ҫыру янӑ.

Институтӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов «Правда ПФО» интернет-хаҫата вӑл ҫырӑва илнине хирӗҫлемен. «Ун пек калани япӑх реакци ҫуратма пултарнӑ. Анчах Интернета тишкернӗ чух эпир ун пек ахрӑм асӑрхамарӑмӑр», — тенӗ Петр Краснов.

 

Республикӑра

Ку юр хӑҫан ирӗлсе пӗтӗ? Ахӑртнех, ҫак ыйту халӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарать.

Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил-тӑман ҫӗрле чарӑнӗ. Хальлӗхе республикӑра юр ҫӑвать-ха.

«Мой город» портал хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫунӑ юр (вӑл самай хулӑн ҫунӑ) тунтикунччен выртӗ. Чӑваш гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ака уйӑхӗнче ҫакнашкал юр ҫуни тахҫанах пулманнине каланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр шӑпах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канашра юр ҫунӑ. Анчах вӑл вӑйлӑ пулман. Паян юр ҫунипе пӗрле ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.

Чӑваш Енре ҫитес эрнере ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр эрне вӗҫне синоптиксем 20 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2462, 2463, 2464, 2465, 2466, 2467, 2468, 2469, 2470, 2471, [2472], 2473, 2474, 2475, 2476, 2477, 2478, 2479, 2480, 2481, 2482, ... 3951
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
97
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...