Республикӑра
![]() Ӑшӑ салам темрен паха Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинемисене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май тӳре-шара саламланӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенчен пӗри шутланакан ҫак уйрӑма центр пуҫлӑхӗн ҫумӗ Раиса Трофимова тата Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Амурцев ҫитнӗ. Ветерансен ҫуртне ытти чухне те ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пырса ҫӳреҫҫӗ-ха, хальхинче те ҫитнӗ вӗсем. Хӑйсене хисеп тунишӗн, репертуарти юрӑ сӑмахӗсем чуна тивнишӗн хӑшӗсен куҫҫулленӗ те. Хаваслӑ кӗвӗ вӑхӑтӗнче теприсем чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлани пурте пӗрле тулли кӗреке тавра пуҫтарӑннипе, сӗтел хушшинчи шӑкӑл-шӑкӑл калаҫупа вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виталий Сергеев хӗрарӑм сӑнарне те ӗнентерӳллӗ вылять Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне ҫӳрекенсем Виталий Сергеева пӗлеҫҫех. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Сергей Ивановпа пӗр пекӗн туйӑнаҫҫӗ вӗсем мана. Иккӗшӗ те — хальхи вӑхӑтри Кӗлпук Мучи тейӗн. Драма театрӗнчи кулӑш ӑсти Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята унчченех тивӗҫнӗччӗ. Виталий Сергеева вара халӗ, Чӑваш Республикин Элтеперӗн пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, панӑ. Виталий Сергеев Канаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче филолога вӗреннӗ чухне «Театр ӗҫӗ» специальноҫа суйланӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче 1999 ҫултанпа ӗҫлет. Пултаруллӑ ҫын пур енлӗн ӗлкӗрет: эстрадӑра та Виталий Сергеев хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. |
Персона
![]() Раиса Полякова. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки Раиса Полякова ӗнер 65 ҫул тултарнӑ. Красноярск крайӗнче ҫуралнӑскерӗн вӑл виҫҫӗре чухнех ашшӗ-амӑшӗ тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, куҫса килнӗ, Канашра тӗпленнӗ. Раиса Полякова театр сцени ҫинче 80 ытла сӑнар калӑпланӑ. Тӗрлӗ репертуарти рольсем лекнӗ ӑна: классикӑлла хайлавсенчисем те, хальхи вӑхӑтри драматургсен ӗҫӗсем те. «Куракана питӗ юрататӑп», — тесе калать иккен артистка. Пӗчӗк куракан-и вӑл, пысӑкки-и — пуриншӗн те чунтан пӗр пек вылянӑ. 1996 ҫултанпа вӑл театрта литературӑпа драматурги пайне ертсе пырать. Спектакльсене синхрон мелӗпе вырӑсла вӑл куҫарать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр чухне сцена ҫине те тухать, юратнӑ кураканӗ валли тӗрлӗ сӑнара калӑплать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян Вячеслав Эткерӗн черетлӗ куравӗ уҫӑлчӗ. «Йывӑҫсем тата ҫынсем» ят панӑскере ӳнерҫӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Курава уҫнӑ ятпа тӗрлӗ тӳре-шара Слава Эткере саламларӗ, тӗрлӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та пулчӗ. Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей кашни кун 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсенче — 15 сехетчен. Вячеслав Эткер (чӑн ячӗ Андреев Вячеслав Анатольевич) Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта кил-йышӗ Ишлее куҫнӑ. 1989 ҫулта педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршывӑн анлӑ кӗтесӗсенче кӑна мар, тулашӗнче те упранаҫҫӗ. Вӑл ӑсталанӑ юпасене Алтай тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кавказ тӑрӑхӗ таранах вырнаҫтарнӑ. |
Статистика
![]() Раҫҫейре чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта ҫынсем Пӗтӗм Раҫҫейри марафона хутшӑннине шута илнӗ. Акцие Раҫҫейри Общество палати, Волонтер центрӗсен ассоциацийӗ, Роспатриотцентр, Раҫҫейри тӗнче фончӗ йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсене ырӑ ӗҫ тӑвас ӗҫе ытларах хутшӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫӗршыври «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» акцие пӗтӗмлетнипе килӗшӳллӗн, Шупашкар танлаштарӑмра пӗрремӗш теҫеткене кӗнӗ. Малти йӗркене Якутск йышӑннӑ, унтан — Мускав. Питӗр виҫҫӗмӗш вырӑна лекнӗ. Пӗрремӗш теҫеткене Шупашкарсӑр пуҫне Новочеркасск, Чӗмпӗр, Омск, Вологда, Екатеринбург кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть пӗр студенткӑна йӗрке хуралҫисем занятире тытса чарнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл суд умӗнче явап тытнӑ. Аса илтерер: студенткӑна Шупашкарта Борис Немцева асӑнса ирттернӗ акцие ирттернӗшӗн тытса чарнӑ. Вӑл пӗлӗшӗсемпе пӗрле нарӑсӑн 25-мӗшӗнче урама плакат йӑтса тухнӑ. Унта «Пурне те вӗлерейместӗр, пурне те тӗрмене лартаймастӑр» тесе ҫырнӑ. Полицейскисем хӗре йӗркене пӑсса митинг йӗркеленӗ тесе шухӑшланӑ. Ӑна тытса чарма университета пынӑ, занятиренех илсе тухса кайнӑ. Студентка тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри пӗр предприятире тӑватӑ ураллӑ чӑх ӳстернӗ. Вӑл ҫут тӗнчене ҫапла килнӗ. Мутант Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприятире кун ҫути курнӑ. Ӑна сӑн ӳкернӗ, ыттисене кӑтартнӑ. Чӑх-чӗп хапрӑкӗн ӗҫченӗсем кунашкал чӑха пӗрремӗш хут кураҫҫӗ. Ӑна пуснӑ, анчах малтан сӑн ӳкерме шухӑшланӑ. Чӑх мӗншӗн тӑватӑ ураллӑ пулнине ЧР патшалӑх ветеринари служби ӑнлантарайман, малтан чӑха тӗпчемеллине каланӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ ураллӑ качака ҫуралнӑ. Вӑл ыттисем пекех аталанать, чупать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх тетелне парӑнтарма шухӑшланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Инстаграмра хӑйӗн страницине уҫнӑ. Алексей Ладыков халӑх тетелӗнче видеоролик та вырнаҫтарнӑ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ паллӑ: вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчи 1-мӗш шкула ҫитсе килнӗ. Видеона 740 ытла хутчен пӑхнӑ. «Республикӑри чи пысӑк шкул строительство енӗпе рекорд лартать, кӑҫал 1100 шкул ачине йышӑнма хатӗрленет», — ҫырнӑ Алексей Ладыков комментарире. Сити-менеджерӑн страницине хальлӗхе 192 ҫын пӑхса тӑрать. Ку — сахал мар. Страницӑра пӗртен-пӗр видеоролик пулнине шута илсен — пушшех те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкарти пӗр лавккара наркӑмӑшлӑ эрешменлӗ гранатпа киви сутнӑ. Ҫакна лавккаран гранат туяннӑ хӗрарӑм асӑрханӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче пулнӑ ку. Хӗрарӑм граната ҫума тӑнӑ, кӗтмен ҫӗртен унтан пӗчӗк эрешмен тухса ӳкнӗ. Ҫак хӗрарӑмӑн ашшӗ — биолог. Вӑл эрешмене пӗлӗшне, ку енӗпе ӗҫлекенскере, тӗпчеме панӑ. «Сӑрҫи» заповедникӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Борисова ку хейракантиум Мильде эрешмен ами пулнине ҫирӗплетнӗ. Кунашкаллисем ӳссе ҫитсен 1 сантиметр пысӑкӑш пулаҫҫӗ. Сӑмах май, ку эрешмен Кӑнтӑр Европӑран тухнӑ. Темиҫе теҫетке ҫулта вӑл Тӗп тата Ҫурҫӗр Европӑри чылай ҫӗршыва ҫитнӗ. Вӑл питӗ наркӑмӑшлӑ, ку эрешмен ҫыртни пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫанталӑк начар тӑни ҫул-йӗр ӗҫченӗсемшӗн чӑрмав мар. Ҫумӑр ҫусан та, юр ӳксен те вӗсем асфальта саплаҫҫӗ. «Про Город» редакцине вулакан видео йӑтса килнӗ. Вӑл ҫул-йӗр ӗҫченӗсем япӑх ҫанталӑкра асфальта сапланине ӳкернӗ. Алексей каланӑ тӑрӑх, шӑтӑк-ҫурӑка шыв кӳлленчӗкӗ тӑрсан та сапланӑ. «Кайран тӗлӗнетпӗр: мӗн чухлӗ укҫа тӑкнӑ, усси вара ҫук», — тенӗ Алексей. Арҫын ҫула япӑх ҫанталӑкра юсанине ҫулленех курать-мӗн. Хула администрацийӗ ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: ҫул-йӗр ӗҫченӗсем асфальт-бетон хутӑшпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл, ҫулла усӑ курмалли хутӑшпа танлаштарсан, пысӑк температурӑпа уйрӑлса тӑрать. Шупашкар хула администрацийӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсен умне ҫула сапламашкӑн тӗллев лартнӑ. Пӗр талӑкра 408 тӑваткал метр ҫул юсанӑ. Алексей Ладыков хушнипе нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти ҫул-йӗре талӑкӗпех саплаҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |