Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Кафере ӗҫлеме ҫынсене санитари кӗнекисӗрех йышӑннӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 15.01.2018 15:59 | 1039 хут пӑхнӑ
Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ катинче вырнаҫнӑ «Йӗнӗ» (Берлога) кафене суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ уйӑхлӑха хупса хунӑ. Роспотребнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫапла тума тивнӗ. Суд приставӗсем кафе алӑкӗсем ҫине ҫӑра ҫактарнӑ та ӗнтӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Роспотребнадзор ӗҫченӗсемшӗн тӗлӗнмелли самай тупӑннӑ. Апатланӑш урайӗ, стенисем, холодильникӗ, савӑт-сапи таса мар пулнӑ, дезинфекцилемелли хутӑшсем вара пачах та курӑнман. Ку кӑна та мар, кафере ӗҫлеме ҫынсене санитари кӗнекисӗрех йышӑннӑ, вӗсене ятарлӑ тум та уйӑрса паман.

Ҫак кӑлтӑксене кура кафе хуҫине асӑрхаттарнӑ. Суд приставӗсем кафе ҫуртне тӑтӑшах пырса тӗрӗслӗҫ, виҫӗ уйӑхсӑр ӗҫлеме ирӗк памӗҫ.

#судсем, #тӗрӗслевсем, #пӑтӑрмахсем, #кафесем, #Роспотребнадзор, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене шыва кӗме чарнӑ
2017, 07, 28
Шупашкарти аэропорт амбулифт туянать
2017, 08, 16
«Химпром» патӗнчи шӑршлӑ кӳлленчӗкшӗн явап тыттарӗҫ
2017, 08, 27
28 ҫулти журналисткӑна судпа айӑпланӑ
2017, 11, 30
Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ арҫын 1100 ытла компьютера вирус ертнӗ
2017, 12, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org