Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Ҫӗнӗ казах алфавитӗнчи апострафсем чӗлхеҫӗсене кӑмӑлсӑрлатнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.01.2018 10:28 | 1925 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Нурсултан Назарбаев казах чӗлхине латиница ҫине куҫарма хушу кӑларни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. «New York Times» (чӑв. Нью Йорк вӑхӑчӗ) нумай пулмасть ҫӗнӗ статья пичетлесе кӑларнӑ — ӑна ӗненсен чӗлхеҫӗсемпе политиксем ҫӗршыв Президенчӗ йышӑннӑ латиница вариантне питӗ хытӑ тиркенӗ.

Латиница ҫине куҫма чӗлхеҫӗсем тӗрлӗ вариантсем сӗннӗ пулнӑ (сӑмахран, турккӑ чӗлхеллине), анчах Нурсултан Назарбаев вӗсен шучӗпе чи ӑнӑҫсӑр варианта — апострофлине — суйланӑ. Ҫапла май ҫӗнӗлле ҫырнӑ чухне апострафсен йышӗ нумайланса кайма пултарни чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Казахстан Республики» малашне «Qazaqstan Respy’bli’kasy» пек ҫырӑнмалла, «чие» сӑмах — «s’i’i’e» (малтан «шие» пулнӑ). Чӗлхеҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, кунашкал вариант чылай чӑрмавсем кӑларса тӑратать. Тӗслӗхрен, тӗнче тетелӗнче казах сӑмахӗсене шырама чӑрмантарӗ (апострафсем ятарлӑ паллӑ шутланнӑран Google вӗсене, сӑмахран, шута илмест), хэштегсем те ҫырма май памӗ.

«Ку ухмахла шухӑша вӑл (Назарбаев) ӑҫтан илни пирки никам та нимӗн те калаймасть», — тенӗ Мичиган университетӗнчи профессор-тюрколог Тимур Кочаоглу. «Пирӗн чи пысӑк инкек вӑл — Президент мӗн те пулин йышӑнсан пурте ҫакна алӑ ҫупса йышӑнни», — хуравланӑ Айдос Сарым. Вӑл — чӗлхе реформин комиссине кӗрекен ҫын.

Аса илтеретпӗр, латиница ҫине казах чӗлхине 2025 ҫул тӗлне куҫарса ҫитермелле.

#казах чӗлхи, #Казахстан, #политика, #тӗнчере

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем