Чӑваш Ен Элтеперӗ Михал Игнатьев министрсемпе тата ытти ведомство ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура хир сыснисемпе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухнӑ.
«Республикӑра миҫе хир сысни?» — кӑсӑкланнӑ Михаил Игнатьев унта. Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗ Александр Коршунов сыснасен шутне кашни гектар пуҫне 0,25 единица чухлӗ хӑварма палӑртнине ҫирӗплетнӗ, анчах вӗсене шута илессишӗн Ял хуҫалӑх министерстви яваплине палӑртнӑ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Николай Коновалов журналист ӗнер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ветеринари служби Ҫутҫанталӑк министерствин кӑтартӑвӗсем ҫине таянать иккен.
Михаил Игнатьев: «Ял хуҫалӑх министрӗ Артамонов вӑрмансенче мар, ытларах уй-хирте пулать…», — тенӗ иккен Ялхуҫалӑх министерствине хир сысни шутлаттарас текенсене. Ҫапах та Чӑваш Енре 843 хир сыснине шута илнине калакан тупӑннӑ-тупӑннах, анчах Михаил Игнатьев унӑн чӑнлӑхӗ пирки иккӗленнӗ. «Вӑрмансене тара илнӗ тытӑмсем ҫак кӑтартусене юриех пӗчӗклетсе кӑтартаҫҫӗ пулас…», — палӑртнӑ вӑл хӑй шухӑшне.