Йӗпреҫ районӗнче Буинскра ҫынсене кивӗ ҫуртран пӗлтӗрех хӑтлӑ хваттере куҫармалла пулнӑ. Анчах «Санар-строй» компани ӗҫе халӗ те вӗҫлемен. Куншӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ паян ирттернӗ Правительство канашлӑвӗнче строительсене ӳпкеленӗ, васкаманнисен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма чӗнсе каланӑ.
Аса илтерер, ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫармалли программӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
«Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан муниципалитетсем те пур-ха. Шупашкар хулипе Ҫӗмӗрле районӗнче лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Паянхи куна илес пулсан ҫапах та вӗсенче ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Программӑна 2017 ҫулта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпех пурнӑҫласа пӗтермелле», — тенӗ республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов.